Район больницин специалисчӗсем ял хӗрарӑмӗсемшӗн медицина пулӑшӑвне меллӗрех тӑвас тесе аякри ялсенче пулнӑ. Хӗрарӑмсем округ центрне каймасӑр тӗрӗслев витӗр тухма, сывлӑха упрамалли консультаципе сӗнӳ илме пултарнӑ.
Юлашкинчен медицина бригади Тренккӑри врач амбулаторийӗнче пулнӑ. Профилактика ӗҫӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Чире ҫулсем хушши сиплессинчен сирсе ярасси ҫӑмӑлрах-ҫке. Хӗрарӑмсен консультацийӗн акушерки репродуктивлӑ сывлӑха упрасси тата сӗт парӗсен онкологи чирӗсене асӑрхаттарасси ҫинчен лекци вуланӑ. Ҫавӑн пекех ҫын хӑйне хӑй тӗпчес енӗпе практика мастер-класӗ ирттернӗ. Медицинӑпа социаллӑ пулӑшу кабинечӗн психологӗ стреса асӑрхаттарас тата хирӗҫӳсене татса парас енӗпе тренинг ирттернӗ. Стреслӑ лару-тӑрура хӑйне хӑй пулӑшмалли техникӑпа паллаштарнӑ, шанӑҫ телефонӗн номерне панӑ. Муркаш район тӗп больницин тӗп тухтӑрӗ Оксана Попова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫул ҫӳревсене иртерех диагностика тума, пысӑк чирсем аталанасран сыхланма, ҫавӑн пекех пахалӑхлӑ медицинӑна ял ҫыннисем патне ҫывхартма ирттернӗ.
Хамӑр инф.
Октябрь 2026 |
