Банк карттине ултавçăсене сĕннĕ

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 13:27 Просмотров: 9

Муркаш округĕнче пурăнакан вун çичĕ çулхи каччă Шупашкарти колледжра вĕреннĕ. Çамрăкскер, дроппер услугипе укçа ĕçлесе илме шухăшланă. Çак тĕлĕшпе вăл хăйĕн банк картти çине ултавлă укçа куçартарма килĕшнĕ. Унăн вара ултавлă укçана малалла куçармалла пулнă.

Услам тума ăна Шупашкар хулинче пурăнакан, пĕрле вĕренекен юлташĕ сĕннĕ. Çак иккĕмĕш çын вара ултавлă ĕç валли хăйĕн карттипе усă курман, ăна валли хăйĕнчен айванраххине шыраса тупнă. Ĕç вырăнтан тапраннă. Каччăн картти çине укçа куçма пуçланă, малтан 50 пин тенкĕ куçнă. Иккĕмĕш 50 пин тенкĕ укçа куçсан вара кредит организацийĕ иккĕленÿллĕ операци пынине сиснĕ. Картта ĕçне чарса информацие право йĕркине сыхлакан органсем патне çитернĕ. Картта хуçи тĕлĕшпе çийĕнчех РФ УК 187 статьян 4 пайĕ (неправомерный оборот средств платежей – дропперские услуги) тата РФ УК187 статьян 4 пайĕ, 30 статьян 3 пайĕ (покушение на совершение дропперских операций по заблокированному переводу) тăрăх ĕç пуçарнă. Малтанхи тĕпчев производствине Муркаш район прокуратури контроле илнĕ. Район прокуратурин требованийĕпе çак ĕçе тума сĕннĕ çамрăка та уголовлă яваплăха кĕртнĕ. Ултавçăсем картта çине куçарнă пĕрремĕш 50 пин тенкĕ Санкт-Петербургри 64 çулхи çыннăн пулнă, иккĕмĕш 50 пин тенкĕ – Иркутскри 45 çулхи çыннăн. Тăкака саплаштарас тĕлĕшпе район прокуратурин требованийĕпе следователь картта тăрăх банк операцине вунă кунлăх чарнă. Тăкак тÿснĕ çынсене право тĕлĕшпе пулăшу кÿнĕ. Айăплă çынсенчен тăкака туллин саплаштарма суда иск заявленийĕ тăратнă. Çавăн пекех район прокурорĕ икĕ çыннăн тăкакне саплаштарас тесе фигурантсен телефонĕ тата пурлăхĕ çине арест хума требовани кăларнă. Саккунпа килĕшÿллĕн конфискациленĕ пурлăх патшалăх шутне куçать. Малтанхи тĕпчев производстви – район прокуратурин контролĕнче.

Эдуард СОКРАШКИН, район прокурорĕ, юстици советникĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1