Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче чĕрчунсем çинчен калакан чăваш халăх юмахĕсем кун çути курнă: 2017 çулта – «Тилĕ юмахĕсем», 2019 çулта – «Айван ăслă Кашкăр. Наивный Волк». Çак кунсенче юмахсен пуххи тепĕр кăларăмпа пуянланчĕ – «Мулкач юмахĕсем. Сказки о Зайчике» кĕнеке пичетленчĕ. Унта кĕске хÿре çинчен калакан хайлавсем кĕнĕ. Кăларăма Ольга Австрийская пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Светлана Бритвина, редакторĕ – Ольга Федорова. Кĕнекене икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – калăпланă, вырăсла Ольга Васильевăпа Семен Шуртаков куçарнă.
Кашни юмахра Мулкач хăй айванлăхне тата тÿрккеслĕхне пула тĕрлĕ пăтăрмаха лекет. Пĕр юмахĕнче шеллетĕн ăна: мĕскĕн хăйĕн килне те кĕме хăрать, тепринче тарăхтарать вăл: пĕчĕкреххисенчен тăрăхлама тăрать:
«– Эй, тусăм, ытла та хытă чупатăн-çке. Кун пек шунипе Хуратăван тăвайккине хăçан çитĕн;» – тет вăл пĕррехинче Сĕлĕх шунине курсан. Анчах лешĕ айван йышши мар иккен, Мулкачпа ăмăртма килĕшет. Хăшĕ çĕнтерĕ-ши; Куна пĕчĕк вулакан юмахпа паллашсан пĕлĕ.
Тепĕр юмахĕнче мулкач пăши мăйракине тупать те хăйĕн пуçĕ çине лартать. Капла хăравçă пулма пăрахатăп тесе ĕмĕтленет. Анчах тем чăштăртатнине илтсенех сехри хăпать хайхискерĕн. Пулăшĕ-ши ăна вăрманта пăши мăйраки;
Тĕп сăнар кĕнекере ултавçă Качакпа та тĕл пулать. Лешĕ, чеескер, ун килне кĕрсе ларнă та ниепле те тухасшăн мар. Упа та пулăшаймасть-çке ăна. Юрать, çут тĕнчере ырă туссем пур, вĕсем кирек мĕнле йывăрлăхра та юнашар. Çакна мулкач та ăнланса илет.
Кăларăм илемлĕ ÿкерчĕксемпе пуян, вĕсем тĕп сăнара тĕрлĕ енчен курма пулăшаççĕ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Сентябрь 2026 |
