Килти чĕрчунсемпе паллаштаракан кĕнеке пичетленчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.11.2021, 14:29 Просмотров: 319

 обложка ку мескер1jpg

Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулхи ачасем валли çулсеренех нумай-нумай кăларăм кун çути курать: сăвă, калав, юмах тата ытти те. Пурте вĕсем пĕчĕк вулакана тавра курăма анлăлатма, илеме туйма, ырă кăмăллă пулма вĕрентеççĕ. Ак нумаях пулмасть черетлĕ кĕнеке пичетленчĕ, «Ку мĕскер; Угадайте, кто;» ятлă вăл. Ăна Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ çырнă. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Екатерина Васильева. Кăларăм 1970 çулта пирвайхи хут чăвашла пичетленнĕ, хуплашки çине «Курар, вуласа тухар» тесе палăртнă. Ÿнерçи Элли Юрьев пулнă.

Çак кăларăмри икĕ йĕркеллĕ сăвăсем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ, вĕсем шкул çулне çитмен ачасене килти чĕрчунсемпе – лашапа, ĕнепе, качакапа, такапа, кăрккапа, хурпа, кăвакалпа, сысна çурипе, автанпа, йытăпа, кушакпа – паллаштараççĕ. Çĕнĕ кăларăма пуянлатнă: ăна икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. Вырăсла Андрей Растворцев куçарнă. Акă мĕнлерех янăраççĕ сăвă йĕркисем:

Кашни йыттăн ячĕ пур,

Çакă йытă вăл – Кампур.

(Йытă.)

Каждой собаке кличку дают,

Камбуром эту собаку зовут!

(Собака.)

Екатерина Васильева ÿнерçĕ сăнарĕсем ырă та çутă. Кĕнекери кашни страница – пĕр чĕрчун пурнăçĕ. Авă сурăх тăрăшса çăмран нуски-алсиш çыхать, сысна çури пылчăкра рехетленсе выртать, амăшĕ юнашар ăна пăхса савăнать. Автанĕ мĕнле чĕлхепе кăна авăтма пĕлмест-ши тата!

Кунта çакна та палăртса хăвармалла: ку сăвă кĕнеки пĕлме юратакансемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ. Кашни чĕрчун çинчен интереслине каласа панă: ĕне миçе тĕрлĕ сасăпа мĕкĕрме пултарнине пĕлес килет-и; Е йытă хăш тĕссене уйăрайманнине тавçăратăр-и; Пĕтĕмпех пĕлес тесен Петĕр Хусанкайăн «Ку мĕскер; Угадайте кто;» кĕнекине алла тытмалла.

Дарья МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4