Ноябрĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 03.11.2021, 09:43 Просмотров: 456

Ноябрĕн 4-мĕшĕ - Раççей историйĕнчи питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Вăл Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунĕ пулса тăрать. 2005 çултан тытăнса ăна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тесе уявлаççĕ. 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Çакăн хыççăн Раççейре пăтрашăнчăк вăхăт вĕçленнĕ.

Октябрĕн 22-мĕшĕнче (Григориан календарĕпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче) Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕн çыннисем Китай-хулана штурмпа илнĕ. Поляксен Речь Посполита гарнизонĕ Кремле чакнă. Пожарский княç Китай-хулана Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕпе кĕнĕ, çак çĕнтерĕве халалласа чиркÿ туса лартма шантарнă.

Интервентсен гарнизон командованийĕ капитуляцие алă пуснă. Хыççăнах Кремльтен Мускав боярĕсемпе ытти паллă çынсене кăларса янă. Тепĕр кунне (октябрĕн 27-мĕшĕнче) гарнизон парăннă. 1613 çулхи февраль вĕçĕнче земство соборĕ çĕнĕ патшана Романовсен династийĕн пĕрремĕш вырăс патшине Михаил Романова суйланă.

1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне (Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшĕ) патшалăх уявĕ тесе паллă тума тытăннă. Ăна виçĕ ĕмĕре яхăн 1917 çулчченех уявланă.

Вырăс православи чиркĕвĕн календарĕпе çак кун 1612 çулта Мускавпа Раççее поляксенчен ирĕке кăларнине халалласа Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне уявлаççĕ. Юлиан календарĕпе вăл октябрĕн 22-мĕшне килет. Иртнĕ ĕмĕрсем хушшинче Юлиан тата Григориан календарĕсем хушшинчи шайлашу чылай улшăннă май, çак кун ноябрĕн 4-мĕшне куçнă. Шăпах ĕнтĕ çак куна - Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшне, Григориан календарĕпе ноябрĕн 4-мĕшне - патшалăх уяв кунĕ тесе суйласа илнĕ.

Уявăн паянхи историйĕ çапларах. Халăх пĕрлĕхĕн кунне ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявлама Раççей Тĕнсен канашĕ 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче чĕнсе каланă. Ăна Патшалăх Думин ĕçпе социаллă политика комитечĕ ырланă. 2004 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Раççей патриархĕ Алексий уява ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тума кирлине официаллă каланă.

2004 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Патшалăх Думине çĕнĕ саккун проектне тăратнă. Çав çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче ăна виççĕмĕш вулавпа йышăннă. Çапла вара вăл саккунлă вăя кĕнĕ.



Муркашра пурăнакан А. Волкова çапла каласа парать:

- Пирĕн хурăнташ Галя Макарова нумай çул Чебаркуль хулинче пурăнать. Ачисем ÿснĕ ĕнтĕ, мăнукĕсем те çитĕнеççĕ. Апла пулин те вăл тăван еншĕн питĕ тунсăхлать.

Телефонпа тăтăш çыхăнатпăр. Вăл та шăнкравлать, эпĕ те шăнкравлатăп. Вара калаçса та тăранаймастпăр.

Çулĕ инçерен час-часах килсе çÿреймест Галя аппа. Вăл Чăваш Ене килсен вара пур тăван патне çитме тăрăшатпăр. Тĕрлĕ чăваш çимĕçĕсене пĕрле хатĕрлетпĕр. Чăваш юррисене шăрантаратпăр.

Пирĕн Элĕк районĕнче пурăнакан тăван Николай Андреев чăваш халăх юррисене питĕ нумай пĕлет. Юрлама та питĕ ăста.

Çапла вара тăвансемпе тĕл пулсан чăн уяв пулса тухать. Чăваша килсен пурăнма вăй пухса каятăп тет кун пек чухне Галя аппа.

Çапла, тăван кĕтесрен хакли çук. Пысăк Раççейре тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнни питĕ аван.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4