Вăрмана кайса çÿреме тăхтăр

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.08.2021, 16:09 Просмотров: 341

Йÿçкасси ял тăрăхĕнче сыснасен африка чумине тупса палăртнăран районта кăткăс лару-тăру шутланать. Çавна май района ĕнер Чăваш Республикин  çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Эмир Бедертдинов тата  Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Александр Андреев килсе кайрĕç.

Вĕсем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа ку тĕлĕшри лару-тăрăва сÿтсе яврĕç. Ростислав Тимофеев каланă тăрăх, хальхи вăхăтра чир тупса палăртнă вырăнта ветеринари службин специалисчĕсем тата ыттисем те ĕçлеççĕ. Халĕ çав вырăнта чир-чĕр сарăлассине хирĕç кĕрешес ĕçсем пыраççĕ, территоринчи çул-йĕр çинчи автомашинăсене  тĕрĕслеççĕ. Хăрушлăх зонинчи хушма хуçалăхсенчи сыснасене çунтарма территоринче ятарлă вырăн палăртнă.  

Хыççăнхи тĕл пулу район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ, сунарçăсем йышлăн пухăнчĕç, ыттисем те хутшăнчĕç. Эмир Бедертдинов каланă тăрăх, халĕ районти сунар хуçалăхĕсенче çак чире малалла сарăлма парас мар тесе хир сыснисене тĕпрен пĕтерес ĕçе йĕркелемелле. Ăна, паллах, çак чĕр чуна республикăра тĕпрен пĕтерес тесе тумаççĕ, сыввисене сыхласа хăварас тесе тăваççĕ. Александр Андреев пĕлтернĕ тăрăх, хир сыснисен йышĕ  пĕр гектар пуçне 0,25-пе танлашмалла. Мониторинг тунă тăрăх халĕ хир сыснисен хисепĕ районта пысăк.

Çÿлерех асăннисене тĕпе хурса район территорийĕнче паянтан тытăнса вăрмансенче, уй-хирте, вĕсем çÿрекен ытти вырăнта сунарçăсем инспекторсенчен, вырăнти сунар хуçалăхĕсен ертÿçисенчен ирĕк илнипе хир сыснисене пеме тытăнассине палăртрĕç. Çавна май республика представителĕсем çынсене вăрмансене тухса çÿреме тăхтама каларĕç. Ку мĕнпе çыхăннине кашниех ăнланма тивĕç, харпăр хăйне валли инкек шыраса çÿреме кирлĕ мар. Малтанласа палăртнă тăрăх, çак ĕç сентябрь вĕçĕччен пымалла.  

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4