Пирĕн районта африка чуми тупса палăртнă

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.08.2021, 16:06 Просмотров: 411

Уйрăм ял тăрăхĕсенче карантин пĕлтернĕ

Августăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительствăн чрезвычайлă эпизоотика комиссийĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ. Сăлтавĕ – Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕ çывăхĕнче сунарçăсем тытнă хир сысни африка чумипе чирлĕ пулнине лаборатори тĕпчевĕпе çирĕплетнинче. Çавна май комисси ларăвĕнче чире сарăлма парас мар тесе çийĕнчех йышăнмалли мерăсене сÿтсе явнă.

Республикăра чрезвычайлă лару-тăру пулса тухнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сыснасен африка чуми тĕлĕшпе чикĕлев мероприятийĕсене (карантин) çирĕплетни çинчен» йышăну кăларнă.

Йышăнура каланă тăрăх, африка чуми тĕлĕшпе палăртнă чикĕлев мероприятийĕсем (карантин) августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм хушу пуличчен вăйра пулĕç.

Асăннă документра эпизоотика вырăнĕ тесе Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнчен çурçĕр енчи вырăна (географи координатисемпе) палăртнă.

Ветеринари йĕркипе çирĕплетнĕ тăрăх, эпизоотика вырăнĕнче какай валли е ытти тĕллевпе хир сысни тытма юрамасть, килти хушма хуçалăхри сыснасем валли апат хатĕрлеме тата ай сарăмĕ пухса кĕртме юрамасть.

Йышăнура çирĕплетнĕ тăрăх, хăрушлăх зонине çак ялсем кĕреççĕ: Муркаш районĕнчи Çатракасси ял тăрăхĕнчи ялсем – Çатракасси, Çĕньял Очăкасси, Çĕньял Хуракасси, Торинкасси, Шупуç, Ятман, Очăкасси; Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи ялсем – Катăкуй, Шетмĕпуç; Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи ялсем – Тури Панкли, Вăрманкасси, Анатри Панкли, Нÿрет, Хурăнкасси. Çавăн пекех – Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕ.

Хăрушлăх зонинче пăхăнмалли йĕркене çапла палăртнă:

– кунтан сысна илсе тухма юрамасть;

– сысна ашне реализацилеме юрамасть;

– сысна ашне турттарса тухма, вăл шутра почта çыхăнăвĕпе усă курса урăх вырăна яма, сысна каяшне турттарса тухма, сысна усранă чух усă курнă оборудованипе инвентаре илсе тухма юрамасть;

– сыснасене вырăнтан вырăна куçарассипе çыхăннă ял хуçалăх ярмăрккисене, куравĕсене (аукционсем) тата ытти мероприяти ирттерме юрамасть;

– выльăх апачĕ хатĕрлесе турттарса тухма юрамасть, промышленноç майĕпе тырăран туса хатĕрленĕ, 70 градус вĕрирен пĕчĕк мар температурăра имçамласа бактерисенчен тасатнă выльăх апачĕсĕр пуçне.

Йышăнура сăнав зонине кĕрекен ялсемпе ял тăрăхĕсене те палăртнă. Вĕсем çаксем:  Уйкас Янасал ял тăрăхĕ; Муркаш ял тăрăхĕ; Оринин ял тăрăхĕнчи Атапай, Пăсăрман, Вăрманкасси, Лапкасси, Мулкачкасси, Оринин, Патаккасси, Пиккикасси, Çеменкасси, Сентимĕр, Чамăш ялĕсем; Çатракасси ял тăрăхĕнчи Хуракасси выççăлкки, Йĕрĕхкасси, Кашмаш, Йÿтĕркасси ялĕсем; Турай ял тăрăхĕнчи Мăн Токшик, Уйкас Турай, Çĕн Хресчен, Çулав, Çуткÿл, Çаранçырми, Турай ялĕсем; Хорнуй ял тăрăхĕ; Чуманкасси ял тăрăхĕ; Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Автанкасси, Карманкасси, Опрыскьял, Сарчак, Тивĕш, Мăн Турхан ялĕсем; Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Актай, Илпеш, Çĕн Матьăк, Патаккасси, Раккаш, Кив Матьăк, Çĕмĕрткасси, Йÿçкасси ялĕсем; Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Вăрăмой, Елача, Ермак, Итакачкасси, Кÿстерек, Милютакасси, Çĕньял Шурча, Шуркасси, Ярапайкасси, Шурча ялĕсем.

Официаллă документра палăртнă тăрăх, сăнав зонине Элĕк, Красноармейски, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчи уйрăм ялсене те кĕртнĕ.

Сăнав зонинче çак йĕркене пăхăнмалла:

– ĕрчетес тĕллевпе сысна турттарса кĕме юрамасть;

– самăртса ÿстерес тĕллевпе сысна турттарса кĕме юрамасть, сыснапа тивĕçтерекен хуçалăхран 30 кунран сахалтарах вăхăтра рожа тата африка чумине хирĕç вакцинаци тунă сыснасемсĕр пуçне;

– киле валли сысна сутма-туянма тата какайне сутма-туянма юрамасть;

– сыснасене вырăнтан вырăна куçарассипе çыхăннă ял хуçалăх ярмăрккисене, куравĕсене (аукционсем) тата ытти мероприяти ирттерме юрамасть;

– сыснасене ирĕкре çÿретме тата лупас айĕнче уçăра çÿретме юрамасть;

– сысна пусма юрамасть, предприятисенчи выльăх пусмалли цехсенче пуснисĕр пуçне (биологи тата патологи материалне лаборатори тĕпчевĕ тума яраççĕ);

– сысна турттарса тухма юрамасть;

– килте туса илнĕ сысна ашне турттарса тухма юрамасть, промышленноç майĕпе туса илнĕ, ятарлă меслетпе бактерисенчен тасатнă сысна ашĕсĕр тата ытти продукчĕсĕр пуçне.

Ветеринари йĕркипе килĕшÿллĕн чире пĕтерес тĕллевпе хальхи вăхăтра тĕрлĕ мероприяти комплекслă майпа иртет. Правительство комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ветеринари йĕркин требованийĕпе хуçалăхсенчен пурĕ 280 пуç сысна пуçтарса илме палăртнă. Сысна усранă граждансене тата организацисене тÿснĕ тăкака республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ парса саплаштарĕç. Саплаштару укçине пасар хакне кура шутласа тÿлĕç.

Муркаш район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи Виталий Григорьев районта пурăнакансене йышăнупа палăртнă зонăсене кура çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА

хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4