Хальхи вăхăтра çынсен коронавируспа çыхăннă ыйту сахал мар, мĕншĕн тесен ку инфекции хăйне çĕнĕ штаммсем урлă питĕ хаяррăн кăтартса парать. Ултавлă чир теме пулать ăна. Врачсем каланă тăрăх, кашни çыннăн чир паллисем тĕрлĕрен, çавăнпа та хăшĕсем организма вирус лекнине пĕлсе те юлаймаççĕ, анчах та çав вăхăтрах чир питĕ хăвăрттăн аталанать.
Ыйту нумайран ĕнтĕ çак кунсенче Чăваш Республикин Общество канашĕн членĕсем те медицина ĕçченĕсемпе пĕрле çавра сĕтел тавра пуçтарăннă. Вĕсем чи малтанах республикăра вакцинаци кампанийĕ мĕнле пынине сÿтсе явнă. Экспертсем нимрен малтан Интернет уçлăхĕнче вакцинации пирки тĕрĕс мар информации нумаййине палăртнă, вакцинации пирки уйрăмах анлă сарăлнă суя сăмаха сирнĕ.
«Мĕнтумалла?», «çакă мĕн тума кирлĕ?» тата «вирусран мĕнле сыхланса юламалла?» - прививка тума пыракан çынсем чи малтанах çак ыйтусем çине татăклă та тĕрĕс хурав илме пултарччăр», - тенĕ Общество канашĕн председателĕн çумĕ Ирина Булыгина.
Ку ыйтусем çине врачсем, вирусологсем хуравне çĕршыв шайĕнчех панă ĕнтĕ: прививка тумалла, вăл шăпах вирус лексен те чире çăмăллăн ирттерме пулăшать, çапла вара - сывлăха, пурнăçа упраса хăварма та.
Çавра сĕтел калаçăвне сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов та хутшăннă. Вăл республикăра вакцинации кампанине кашни çыншăнах меллĕ тума тăрăшнине палăртнă.
Ĕнер вара республикăра вакцинаципе çыхăннă ыйтусене хуравлама «тÿрĕ лини» ирттерчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕренÿ министрĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, «Хула тĕп больници» сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Татьяна Маркелова çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Владимир Степанов республикăри коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çивĕч, анчах та стабильлĕ тесе хакларĕ. Халăха çак чиртен упраса хăвармалли пĕртен-пĕр меслет вакцинаци пулса тăнине палăртрĕ вăл.
Ыйтусене хуравланă май, Татьяна Маркелова прививка тунă хыççăн вăй хурса ĕçлемелле марри, лайăх апатланмалли çинчен, кĕлетке температури 38 градусран ытла хăпармасан, ăна эмелпе антармалли марине каларĕ. Прививка тăвиччен сахалтан та виçĕ кун тата ун хыççăн та çавăн чухлĕ кунах эрех-сăра ĕçмелле марине палăртрĕç экспертсем. Çавăн пекех вакцинаци çынна чирлеттерме пултарайманнине, мĕншĕн тесен вакцинăсенче чĕрĕ вирус çуккине каласа хăварчĕç.
«Тÿрĕ линире» вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе Мускавра прививка тунă пулсан, иккĕмĕшне Чăваш Енре тума май пуррине те ăнлантарчĕç. Хальхи вăхăтра Раççейре тăватă вакцина регистрациленĕ. Çынна хăш вакцинăпа прививка тăвассине вара тĕрĕслев хыççăн унăн врачĕ йышăнма тивĕççине палăртрĕç. Вакцина тунă хыççăнхи реакци ытларах чухне çамрăкрах çынсен пулма пултарассине каларĕç.
Вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе те, иккĕмĕш компоненчĕпе те прививка тунă хыççăн асăрханмалла, мĕншĕн тесен çыннăн коронавируса хирĕç кĕрешме май паракан хÿтлĕх иккĕмĕш прививка хыççăн икĕ-виçĕ эрнерен кăна туллин йĕркеленет. Çакна палăртнă май, Татьяна Маркелова прививка тапхăрĕ пынă чухне те çынсем йышлă пулакан вырăнсенче маска тăхăнмаллине, социаллă дистанции тытмаллине тата алла супăньпе çумаллине асăрхаттарчĕ.
Интернетра ачасене шкула кайиччен прививка тăваççĕ текен информаци - суя информаци. «Ăна ĕненме кирлĕ мар», - татса каларĕ Алла Салаева.
Çынсене меллĕ пултăр тесе республикăра прививка пункчĕсем стационарсенче ĕçлеççĕ, кунсăр пуçне вырăнсене тухса çÿрекен ятарлă бригадăсем прививка тăваççĕ. Муркаш район тĕп больницинче те ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ, бригадăсем те вырăнсене ятарлă графикпа тухса çÿреççĕ.
Кунпа пĕрлех районта коронавируса сарăлма парас мар тесе кунсеренех ултă-çичĕ мобильлĕ ушкăн предприятисем е организацисене çитсе тĕрĕслевсем ирттерет.
Пирĕн районта та коронавирус тĕлĕшнчи лару-тăру пурне те сыхă пулма хистет: июлĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти 65 çын республикăри стационарсенче тата килĕсенче сипленет. Пандеми пуçланнăранпа чирленĕ тата чире пула пурнăçран уйрăлнă çынсен хисепĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та паян харпăр хăйĕн тата юнашаррисен сывлăхне упрасси пуриншĕн те малти вырăна тухрĕ.
Ку таранччен Муркаш районне 5560 доза вакцина килнĕ, 5228 çын 1-мĕш компонентпа прививка тунă, 3697 çын вакцинаци тапхăрне вĕçленĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
