Темиçе çул каялла статистика пĕлĕвĕн пуласлăхĕнче уçăмлăх пулман. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти стандартсене тăвас тĕллев тата малашлăхшăн тăрăшасси Раççей статистикине çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хистет.
Статистика пĕлĕвне аталантарас ыйту Раççей статистикин Обществăлла канашĕн июнĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче тĕп вырăнта пулнă.
Халăхсем хушшинчи сумлă консалтинг компанисен специалисчĕсем палăртнă тăрăх, статистика хальхи вăхăтра анлă сарăлнă тата пысăк пуласлăхлă професси.
Анчах пĕр 5 çул каялла кăна статистика пĕлĕвĕ умне пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă. 2018 çулта аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен «Статистика» программăпа пĕр специалист та тухман. Çав вăхăтрах, даннăйсемпе ĕçлеме пĕлекенсем çĕршыва питĕ кирлĕ, вĕсем çитмеççĕ.
Çакнашкал лару-тăрăва кура, Раççей статистики тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме пуçланă.
«Талантсене хамăр тытăмра тата ун тулашĕнче тупма вĕренмелле. Паянхи кун ыйтакан специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе икĕ çул-йĕр куратпăр: аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе тачă çыхăну тытасси тата Раççей статистикинче квалификацие ÿстерессине йĕркелесе ярасси. Кадрсем хатĕрлессипе эффективлă тытăм туса хума май парать çакă», - çирĕплетсех каланă ведомство ертÿçи Павел Малков.
Раççей статистикинче темиçе вĕренÿ программи хута кайнă та ĕнтĕ. «Раççей статистикин лидерĕсем» вĕрентÿ фестивалĕ, «Клик», «Statistics MBA» тата ытти пуçарусем. Ку таранччен ĕçлекеннисене «Импульс» программа пĕрлештерет. Вăл шăпах компетенцисемпе хăнăхусене аталантарма, кадрсен резервне тума пулăшмалла.
Статистика пĕлĕвне аталантарассипе тата пахалăхлă специалистсем хатĕрлессипе Г.В.Плеханов ячĕллĕ университет бази çинче профиллĕ институт - МЭСИ уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков. Ку институт хăй вăхăтĕнче япăх мар ĕçленĕ. Çавăн пекех, çĕршыври вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăнусене сарсах пымалла.
2021 çулхи июнь уйăхĕ тĕлне 25 килĕшÿ тунă. Вăл шутра çĕршыври пысăк университетсемпе академисем: МИРЭА, Финанс университечĕ, НИУ ВШЭ, Раççейри Г.В.Плеханов ячĕллĕ экономика университечĕ, РГСУ, РАНХиГС.
Раççей статистики шансах тăрать, çитес вăхăтра 16 аслă вĕренÿ заведенийĕ «статистика» программăпа специалистсем хатĕрлеме пуçлĕ. МЭСИ ку енĕпе малта пыраканни пулĕ.
Ыйтăва сÿтсе явнă çĕре хутшăннисем информаципе ĕçлекен аналитиксене кирлĕ тĕп компетенцисем пирки те асăрхаттарнă.
Патшалăхăн влаç органĕсемпе çыхăнăва аталантарас енĕпе ĕçлекен компанин ертÿçи Станислав Богданов шучĕпе паянхи статистикăн пуласлăха курса тăрса çĕнĕ йышăнусем сĕнмелле, пĕлĕвне ÿстерсех пымалла.
Унпа SberAI ĕçтăвакан директорĕ Михаил Степанов та килĕшет.
«Эпир паян вĕрентÿ программине мĕн кĕртетпĕр, вăл тепĕр 20 - 30 çултан кивелет. Кăна ăнланмалла ĕнтĕ. Вĕренÿ мĕн парать; - пĕлÿ илме вĕрентет. Тĕрлĕ енлĕ ыйтусене татса пама вĕренмелле пирĕн. Ăна тума малтан вăй çитмен пек туйăннисене тытма та хăраса тăмалла мар», - палăртнă Владимир Степанов.
Сентябрь 2026 |
