Раççей статистики 2020 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх уçă ведомствăсен шутĕнче чи пысăк паллă илнĕ. Раççей Правительстви тытса пыракан çак рейтинга виççĕмĕш çул тăваççĕ. Статистика органĕ унта пĕрремĕш хут çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Ун пирки Раççей Федерацийĕн Шут палати «Информаци культури» тата Ертсе пырас ĕçри малашлăхлă йышăнусен центрĕпе пĕрле тунă экспертлă докладра каланă.
Рейтинга тăвакансем тĕп пĕлтерĕшлĕ темиçе ене шута илнĕ: обществăлла советсен уçăлăхĕ, сайтсене çăмăллăнах кĕме май пурри, социаллă тытăмсенче тата медийлă пĕрлешÿсемпе ĕçлени.
Сайтсене хакланă май, Раççей статистикин электронлă ресурсĕ пухма май пулнă чи пысăк 24 балл илнĕ. Доклад тăвакансем Раççей статистикине «информацие уçăмлă тăвассипе профессионаллă ĕçлекенсенчен пĕри» тесе палăртнă.
Социаллă тытăмсенче хăйĕн ĕçне çутатассипе Раççей статистики улттăмĕш вырăн йышăннă. Ку мел статистикăн информацийĕпе усă куракансемпе çыхăну тытмалли тĕп çул-йĕр пулса тăнă. 2019 çулта 152 харпăр хăй ыйтăвне хурав панă пулсан, 2021 çулхи пилĕк уйăхра вунă хут ытла – 1,5 пин енне.
Çавăн пекех, Раççей статистики 2021 çулта Обществăлла советсен уçăлăхĕпе палăрнă. Вăтаммисен шутĕнчен чи пысăк степеньлисен йышне куçнă. Рейтинг тăвакансем уйрăмах ведомствăн сайтĕнче «Обществăлла совет» тематикăлла пая çĕнетнине палăртнă. Çак органра тăракан кашни çын пирки пĕлме пулать: вĕренÿ шайĕ, профессири опыт. Унсăр пуçне, ларусенче пăхса тухнă ыйтусем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ.
Информацие халăхшăн ăнланмалла тăвас тесе Раççей статистики пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсемпе усă курать: машинăсем вулакан форматсемсĕр пуçне сайтра BI-тытăм хута янă. Ку вара даннăйсен хăйнеевĕр «витрини». «Эпир ятарласа инфографика пайĕ уçрăмăр, унта пĕтĕм статистикăна презентаци евĕр тÿрех вырнаçтаратпăр. BI-тытăм кирек кама та хăйĕн ыйтăвĕ çине курăмлă хурав илме май парать – графикăпа, картограммăсемпе, танлаштаруллă материалсемпе», - тенĕ Павел Смелов.
Раççей статистикин уçăлăхне кăтартакан тата статистика кăтартăвĕсемпе ĕçлемелли майсен тепĕр тĕп тĕслĕхĕ вăл – BI-витринăра Пĕтĕм Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравĕн микроданнăйĕсене пичетлени. Çырава цифра майĕпе йĕркелени даннăйсене хăвăртрах тата тĕп-тĕрĕс кирлĕ çĕре çитерме, асăрхаса тăма пулăшать. Пичетленĕ пĕтĕмлетÿсем вара правительствăна, бизнеса тата обществăна тивĕçлĕ йышăнусем тума май параççĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиаофисĕ.
Сентябрь 2026 |
