2020 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн листисемпе ытти докуменчĕсене упрасси пирки апрелĕн 29-мĕшĕнче çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Пандемине пула 2021 çула куçарнă çырав çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче пуçланнă. Унăн тĕп тапхăрĕ вара кĕркунне пуçламăшĕнче иртет. Халĕ пуçтаракан информаци мĕнле упранĕ тата унпа ăçта усă курĕç;
Раççей Правительствин 2021 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче вăя кĕнĕ 612-мĕш номерлĕ Постановленийĕ информацие пухса тĕпченĕ тата пĕтĕмлетнĕ хыççăн çырав листисене упрамалли йĕркене палăртать. Хут листасене Раççей статистикинче тата унăн территорисенчи уйрăмĕсенче çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене пĕлтернĕренпе çулталăк упрамалла, ун хыççăн саккун тăрăх пĕтермелле.
Электронлă çырав листисене çапла упрама палăртнă: графикăпа сăнарлă тата электронлă çырав листисен пĕр экземплярĕ вĕсене пăхмалли программăсемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕччен Раççей статистикинче упранĕç. Тепĕр икĕ экземплярне çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене пичетленĕ хыççăн çулталăк иртсен çĕршывăн Патшалăх архивне ĕмĕрлĕх упрама параççĕ.
Постановленире çапла палăртнă: упрама паракан çырав листисенче çынсен ячĕсемпе вĕсем пирки информаци пулмалла мар. Раççей Федерацийĕн саккунĕ тăрăх информаци çухаласран, ăна урăхлатса кăтартасран тата суя хыпар сарасран сыхламалли майсем тумалла.
Патшалăх архивĕнче, çавăн пекех, электронлă юлашки пĕтĕмлетÿсем упранмалла. Вĕсем унта пĕтĕмлетÿсене пичетленĕ хыççăн çулталăк иртсен çитĕç. Çыравăн ытти докуменчĕсем (хут çинче тата электронлă панисем) Раççей статистикинче юлаççĕ. Вĕсене упрама каллех пĕтĕм майсем тунă.
2021 çулхи кĕркунне иртекен çыравăн юлашки пĕтĕмлетĕвĕсене кулленхи статистика даннăйĕсене цифра мелĕпе çутатакан тытăма, ятарлă BI-платформăна вырнаçтараççĕ. Раççей статистикин сайтĕнче унпа халĕ кашниех паллашма пултарать.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиофисĕ.
Сентябрь 2026 |
