ШУПАШКАР ТАТА ЧĂВАШ МИТРОПОЛИЧĔ, ЧĂВАШ МИТРОПОЛИЙĔН ПУÇЛĂХĔ ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННĂЙ САВВАТИЙ ХРИСТОС ТУРĂ ЧĔРĔЛСЕ ТĂНĂ ПРАÇНИК ЯЧĔПЕ ЯНĂ ÇЫРУ

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.04.2021, 10:31 Просмотров: 260

Вырăс Чăн Тĕн Чиркĕвĕн Шупашкар-Чăваш епархийĕн священникĕсене, монахсене, пĕтĕм чăн тĕне тытса тăракансене

«…Пасха! Паян Пасха!

Савăнса пĕр-пĕрне ыталар!..»

                                                                      (Пасхăн стихири)

Шупашкарпа Чăваш епархийĕнчи савнă тăванăмăрсем – священниксем, монахсем, Турра юратакан пĕтĕм халăх!

Сире пурсăра та тулли савăнăçлă чун-чĕремрен Пасха уявĕн çĕнтерӳллĕ те мухтавлă сăмахĕсемпе саламлатăп – Христос чĕрĕлнĕ!

Акă ĕнтĕ хĕрĕх кун тăсăлнă Аслă типĕ вăхăчĕ иртсе кайрĕ. Аслă типĕ вăл – тĕне çирĕп тытса уяни, кĕл туни, аслă ырăлăхлă Турăран «пире таса шухăш, йăвашлăх, тӳсĕмлĕх тата çынна юратас  кăмăл пар» тесе йăлăнни (таса пурăнăçлă Ефрем Сирин кĕлли). Паллах ĕнтĕ, типĕ вĕçленни Христос тĕнне тытса тăракансене малашне те Турра юрăхлă тăвас ĕçсем вĕçленнине пĕлтермест. Паянхи кун аслă уяв – «уявсенĕн уявĕ, савăнăçсенĕн савăнăçĕ», Таса Пасха – çитрĕ. Ăна пĕтĕм тĕнче мухтаса аслăлать, мухтав юррисенче виçесĕр савăнăç янăрать.

Тăвансем, эпир те савăнар! Христос Туррăмăр чĕрĕлсе тăрсан мирă илсе пынă хĕрарăмсене: «Савăнăр!» тенĕ (Мф. 28:9). Турă Ангелĕ те таса Хĕр Марийăна: «Эй Таса Хĕр, савăн! Тата савăн! Тетĕп, Ывăлу чĕрĕлсе тăчĕ!..» тенĕ (Пасха канонĕнчи 9-мĕш юрă). Чăнах та, нимĕнле хурлăх та, шанчăка çухатса кулянни те, хăрани те пулмалла мар паян – «…Христос чĕрĕлсе тăчĕ, ĕмĕрлĕх савăнăç килчĕ». Тăнлар-ха çак сăмахсене, Христос мухтавлăн чĕрĕлсе тăнăшăн хĕпĕртесе савăнар, ырă, çутă савăнăçпа савăнса киленер! Çакăн пек савăнăç шăв-шавлă та хĕвĕшӳллĕ пурăнăçри пĕтĕм йывăрлăха, пĕтĕм чăрмава сирсе ярать. Христос чĕрĕлсе тăни – ахаль хăват мар, вăл – вилĕме çĕнтерни, тамăк тыткăнлăхне аркатни: эпир «вилĕм пĕтнине, тамăка аркатнине, çĕнĕрен пуçланнăпурăнăçа уявлатпăр».

Çак çутă та аслă ĕçпулни нумай ĕмĕр иртнĕ, анчах этемшĕн Христос чĕрĕлсе тăнă кунран савăнăçли çук. Турă çинчен вĕрентекен святитель Григорий Богословçапла каланă: «Хĕвел çăлтăрсенчен мĕн чухлĕ чаплăрах, ку уява та нимĕнле уявпа та танлаштарма май çук, этем уявсĕсемпе çĕр çинчи уявсем çеç мар, Христоса халалланă уявсен хушшинче те çак уяв – пуринчен те асли». Пасха – тĕнче уявĕ, уяв кĕллинче «Христос чĕрĕлсе тăнă кун, эйçынсем,çутăлар» теекен сăмахсемпе килĕшӳллĕн, эпир пурсăмăр та вилĕме Çĕнтерекене пĕтĕм чунтан-вартан мухтаса, Мăнкун юррисем юрлар: «Паян пĕтĕм тĕнче çутăлса кайрĕ:пĕлĕчĕ те, çĕрĕ те, çĕр тĕпĕ те çутăлчĕ! Христос чĕрĕлсе тăнăшăн мĕнпур чĕрĕ чун та праçник тутăр!..»

Христос чĕрĕлсе тăнине çĕр çинчисем анчах мар, çӳлти ангелсем те уявлаççĕ: «Пĕлĕт çинчисем тивĕçлипе хĕпĕртенччĕр, çĕр çинчисем савăнччăр…» Çаксавăнăç вăхăта та пăхăнмасть, вăл вăхăтлăх уявсем пек тĕксĕмленмест те , Христос Туррăмăр пире : «Эпĕ тĕнче пĕтичченех куллен сирĕнпе пĕрле пулăп» тесе сăмах панă (Мф.28:20).

Христос Турă чĕрĕлсе тăни-Христос тĕнĕнче тĕп вырăн йышăнса тăрать. Павел апостол Коринф çыннисем патне янă Çырăвĕнче çапла çырать: «Хрисос чĕрĕлсе тăман пулсассăн, эпир вĕрентни те харама каять, эсир ĕненни те харам пулать» (I Кор. 15:14). Эпир вара, чăннине пĕлсе, ĕненсе, пĕр чĕлхеллĕ, пĕр чĕреллĕ пулса çапла калатпăр: Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чăнах чĕрĕлнĕ! Чĕрĕлсе тăнă Çăлакан пирĕн тăшмана пĕтернисĕр пуçне, пĕтĕм тĕнчене çăлăнăç кӳнĕ, вилĕме пăрахăçланă, пирĕн валли унччен хупăнса тăнă рай алăкне уçнă. Христос чĕрĕлсе тăни- эпир чĕрĕлсе тăрассине пĕлтерет: «Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăма пуçласа панă… Адам урлă пурте вилнĕ пек, Христос урлă пурте чĕрĕлсе тăрĕç» (I Кор. 15:20, 22).

Этем ăсĕ Турă Хăй пултарнине мĕнле юратнине пĕтĕмпех ăнланма та пултараймасть: «Турă тĕнчене пит юратнă: Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне те панă. Ăнаĕненекенсем пĕри те ан пĕтчĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр, тенĕ» (Ин. 3:16). Турă Ывăлĕ çак тĕнчене пирĕншĕн, кашни çыншăн «çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ» (Мф. 18:11). Вăл Хăйне асаплантарнине, мăшкăлланине, суранлатса пĕтернине тӳснĕ, çавах та Хăй мĕн пултарнине юратма пăрахман. Вăл çапла пурне те каçарса юратни пире те пĕтĕм çынна юратма вĕрентет: çынсене лайăххисемпе начаррисем çине, хамăрăннисемпе юттисем çине пайламасăр, хамăра курайманнисене те, усал сунакансене те юратма вĕрентет. Христос тĕнне тытса тăракансен юратăвĕн вĕçĕ хĕрри çук, ку – тулли, таса юрату. Христос Туррăмăр пире çавăн пек пулма чĕнет: «Хăвăр тăшманăрсене юратăр, хăвăра ылханакансене ырă сунăр, хăвăра кураймансене ырăлăх тăвăр, хăвăра хур тăвакансемшĕн те, хĕсĕрлекенсемшĕн текĕлтăвăр» (Мф. 5:44).

Христос чĕрĕлсе тăни çинчен илтнĕ святой аспостолсемпе миро илсе пынă хĕрарăмсенчен тĕслĕх илсе, Çăлаканăншанчăклă вĕренекенĕсем пек пулса Мăнкун савăнăçне пурин патне те – çывăххисемпе аякрисем патне те, тăвансемпе палламан çынсем патне те – çитерме тăрăшăр. Çак савăнăçа сăмахпа çеç мар, ĕçпе те кăтартса – пулăшу кирлисене пулăшар. Христианла уçă кăмăллăта ырă чĕреллĕ пулăр. Хăш чухне пулăшма нумаях та кирлĕ мар: ăшă сăмах, хисеплесе ырă сунни те теме тăрать. Христос Туррăмăр сăмахне асра тытар, Вăл: «Эсир Манăн вĕренекенĕмсем иккенне пурте эсир пĕр-пĕрне юратнинчен пĕлĕç» тенĕ.

Çакăн пек юрату ырă сăмахсенче çеç мар, кулленхи пурнăçра та курăнса тăмалла, Евангели вĕрентнĕ пек пурăнакан христиансен пурăнăçĕ çакăн пек пулмалла: туслăхра сутăнчăклăх ан пултăр, арлă-арăмлă пурăнăç ултавсăр  пултăр, тĕрĕслĕхре услам шырамăпăр, тӳрĕлĕхре икĕпитлĕ ан пулар. Хамăрăн пурăнăçна тӳрлетес, таса чун-чĕреллĕ пурăнас тесе Иисус Христос Туррăмăр кăтартнă çăлăнăç çулĕ çине тăрас тесессĕн, ку – нихăçан та кая мар.

Чыслă аттесем, монахсем, хаклă тăванăмăрсем! Аслă çутăпа çуталнă çак Мăнкун каçĕнче пирĕн чĕрене нимĕн те ан салхуллаттăр, таса чиркӳсенче эпир «виççĕмĕш кунне тупăкран чĕрĕлсе тухнă Чĕрĕлĕх паракан Христоса» савăнăçлăн кĕтсе илер. Мăнкун савăнăçĕ тăшманла тăракансене мирлештертĕр, курайманлăха, тăшманлăха çынсем хушшинчи ытти киревсĕрлĕхе пĕтертĕр, халлĕхе çăлăнăç çулĕ çине тăрайманнисенне çутта кăлартăр, хальтерех тĕне кĕнисене тĕреклĕх патăр, хамăр ятшăн мар, Тĕнчене Çăлакан чĕрĕлсе тăнăшăн ырă ĕçсем тумашкăн пире пурне те пĕрлештертĕр.

 

 

Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Христос Турă юратăвĕпе

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий.

Мăнкун, 2021

Шупашкар хули.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4