Алена Елизарова министр Муркаш районĕнче пулчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 27.04.2021, 16:19 Просмотров: 257

Чăваш Ен ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн Алена Елизаровăн Муркаш районĕнчи ĕçлĕ çул çÿревĕн анлă программи район администрацийĕнче пуçланчĕ. Чи малтанах министр Муркашри халăха социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрта пулчĕ. Унăн ертÿçи Ольга Иванова кулленхи ĕç пирки каласа кăтартнă май, Мăн Сĕнтĕрти стационар уйрăмĕн ĕçĕ, социаллă йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе ĕçлени çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çапла çитес канмалли кунсенче вĕсен учетĕнче тăракан 27 çемьене ытти профилактика субъекчĕпе пĕрле çитсе килессе пĕлтерчĕ. Мăн Сĕнтĕрти стационарта 20 çын хÿтлĕх тупнине пĕлтерчĕ, унта юсав ĕçĕсем тăвас тĕллевлине палăртрĕ.

 

Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă услугăсемпе тивĕçтеркен центр» хысна учрежденийĕн Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕнче вара Алена Елизарова ачасемшĕн паракан пособисене илме ыйтса çырнă заявленисен шучĕпе кăсăкланчĕ, çынсене ку тĕлĕшпе информаципе тивĕçтерсси епле пыни пирки ыйтса пĕлчĕ. Социаллă пай пуçлăхĕ Валентина Аникина каланă тăрăх 3 - 7 çулсенчи ачасемшĕн пособи илме ыйтса çырнисем ку таранччен 450 çын пулнă, вăл шутра заявление электрон мелпе çырнисем те сахал мар. Вĕсене пурне те йышăннă. Ку пособие мĕнле калапăшпа парасси çемье тупăшĕнчен тата пурлăхĕнчен килет. Çавăнпа та халĕ заявленисене пособи тивĕçтеревĕ енчен тĕрĕслес ĕçе тытăннă. Валентина Аникина пособипе тивĕçтересси çинчен калакан информаципе çынсене район хаçачĕ тата район администрацийĕн сайчĕ урлă тăтăшах пĕлтерсе тăнине палăртрĕ.

 

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта Алена Елизарова «Работа в России» порталпа кунти терминалта паллашма май пуррине курса ĕненчĕ. Терминал пур пулсан та, кунти информаци стенчĕ çинче кашни кунах çĕнĕ информаци хатĕрлесе вырнаçтараççĕ: ăçта миçе ĕç вырăнĕ пур, ĕç паракансем мĕнле ĕç укçи сĕнеççĕ тата ытти  те. Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Ираида Димитриева пĕлтернĕ тăрăх, районти ĕç паракансем уйăхра пĕрре вакансисем пирки информаци параççĕ. Вакансисем пур, çапах та ĕçсĕррисене вĕсем пур чухне те тивĕçтермеççĕ, вăл шутра территори ыйтăвĕ тухса тăнăран та.  Кун пек лару-тăрура министр районти ĕç шыракансемпе ĕç паракансене тăтăшрах тĕл пулусем йĕркелесе пĕр-пĕринпе «паллаштарма» сĕнчĕ. «Работа в Росси» порталăн терминалĕ ĕçленĕрен, пурăна киле хут çине пичетлесе кăларнă информаци те кирлĕ пулмасан та пултарĕ», - палăртрĕ министр.

 

Алена Елизарова районти социаллă блок ертÿçисем халăхпа епле çыхăнса ĕçленипе, çавна май пулăшу мерисем пирки ăнлантарас тĕллевпе ялсене тухса çÿренипе кăсăкланчĕ. Унчченхи çулсенче ертÿçĕсем ялсенче ятарлă тĕлпулусем йĕркеленине, пандеми пуçланнăранпа вырăнсене тухса çÿреме пăрахнине каларĕç. Çитес вăхăтра вара кун пек тĕл пулусене ирттерме тытăнассине планланă. Апла халăх патне информаци тĕрĕс те вăхăтлă çитмелле.

 

Вырăнти ертÿçĕсемпе курса калаçнă хыççăн Алена Елизарова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тĕл пулса социаллă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

 

Çак кунах министр ведомство пăхăнăвĕнчи организацисене çитсе курчĕ. Унти лару-тăрупа паллашрĕ тата вĕсен ертÿçисем учрежденисен малашнехи  аталанăвне мĕнле курса тăнипе те кăсăкланчĕ.

 

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4