Йышăну иртрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.04.2021, 15:07 Просмотров: 223

IMG 4676

 

 

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ – патшалăх градостроительствин, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Александр Федотов  Муркашра граждансене  йышăнчĕ. Йышăну апрелĕн 23-мĕшĕнче «Единая Россия» партин районти обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче иртрĕ.

Икĕ сехет çурра яхăн тăсăлнă йышăну вăхăтĕнче Александр Федотов  9 çыннăн ыйтăвĕсене итлесе хуравларĕ.

Вĕсем тĕрлĕ ыйтупа килнĕ, хăшĕсем икшер е ытларах ыйту та пачĕç. Ыйтусем ялти урамра çул тăвасси, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе, çул çитмен пилĕк е ытларах ачаллисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси, ял хуçалăх аталанăвĕ, «Ĕç ветеранĕ» ят илме кирлĕ ĕç стажĕ, экологи тата шалти туризм пирки пулчĕç.

Ыйтусенчен ытларахăшĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен шайĕнче татса памаллисем пулнăран, Александр Федотов вĕсен тĕлĕшпе район администрацийĕн ертÿлĕхĕпе канашлассине пĕлтерчĕ. Ыйтусем  хускатнă çынсене те, хăшĕсене, активлăрах пулмаллине асăрхаттарчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене татса памалли çул-йĕре палăртса вырăнлă сĕнÿсем пачĕ.

 

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4