100 çул – паллă çул

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.04.2021, 17:57 Просмотров: 337

 

100 çул – паллă çул

Москакасси ял тăрăхче пĕр ĕмĕр пурăнакан юбилярсен кĕреки пуянлансах пырать.  Кăçал пирĕн тăрăхра виççĕмĕш çын хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă туса ирттерчĕ.

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Москакасси ялĕнчи Симĕс урамра 8-мĕш çуртра пурăнакан Елена Васильевна Иванова хăйĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе, пускилсемпе тата чĕннĕ хăнасемпе хăйĕн 100 çулхи сумлă юбилейне паллă туса ирттерчĕ. Юбиляра саламлама Муркаш район администрациĕ ячĕпе районти социаллă хӳтлĕх пайĕн ертӳçи Валентина Алексеевна Аникина, Москакасси ял тăрăх пуçлăхĕ Д.В.Кириллов, Москакасси ветерансен канашĕн ертӳçи Н.В.Потряков, хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Г.Г.Голубева тата культура Çуртĕнчи агитбригада ушкăнĕ килсе çитрĕç. Кĕтнĕ хăнасене юбилярпа ачисем ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Сумлă юбиляра саламлама малтанах районтан килсе çитнĕ В.Аникина сăмах илчĕ. Вăл Раççей президенчĕн В.В.Путинăн тав çырăвне вуласа пачĕ, район администрацийĕ ячĕпе тав çырăвĕ тата парне парса чыс турĕ. Юбиляра телей те сывлăх сунса пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма  ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех Москакасси ял тăрăхĕ ячĕпе те тав çырăвĕ тата парне парса саламларĕç. Сумлă юбиляра телейпе сывлăх сунса юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç  культура ĕçченĕсем.

Елена Васильевнан кун - çулĕ çăмăлах пулман. Сахал мар хура – шурне тӳссе ирттернĕ вăл хăйĕн  ĕмĕрĕнче. Мăшăрĕпе 17 çул пурăнса 6 ачана кун-çул парнеленĕ. Шел пулин те мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйăрăлса кайнă. Çак ачасене ура çине тăратас тесе, сахал мар тертне – нушине курма тӳр килнĕ асаннен. Анчах та вăл пуçне усман, ачасене тĕрĕс – тĕкел ура çине тăратса, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Шкулта та ачисем лайăх вĕренсе пынипе аслă пĕлӳ илме пултарнă.

Паянхи кун вăл ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса, ыр курса пурăнать. Ачисем те ăна çав тери хисеплеççĕ. Вăл сывлăхлă пултăр тесе, самаях тăрăшаççĕ. Хваттерте пурăннă май, ăна хĕрĕсем пĕчĕк ачана пăхнă пекех куç пек упраса пурăнаççĕ. Çавăнпа та вăл паянхи кун чи телейлисенчен пĕри тесе калас килет.

Çапла, ватта хисеплекен çын телейлĕ тесе каланă мĕн ĕлĕкрен. Малашне те вĕсен килĕнче яланах ăшăлăх та ăнлану хуçалантăр.

Хисеплĕ Елена Васильевна, тепĕр хутччен сире сумлă юбилей ячĕпе саламласа, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма сывлăх сунатпăр!

Моргаушский район

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4