Кристина Майнина министр Муркашра пулчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 16.03.2021, 16:30 Просмотров: 404

IMG_4379.JPG

 


Чăваш Ен цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина паян ĕçлĕ çул çÿревпе Муркаш районĕнче пулчĕ.

Министр малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата Муркаш район хаçачĕн тĕп редакторĕпе Анатолий Тихоновпа тĕл пулчĕ. Вĕсем çыхăнупа цифровизаци, çавăн пекех вырăнта радио йĕркелессин ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

 

IMG_4380.JPG

 


Район хаçачĕн коллективĕпе тĕл пулнă май, Кристина Майнина республикăри массăллă коммуникаци хатĕрĕсен пĕтĕмĕшле аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Муркаш район хаçачĕ пысăк тиражпа тухса тăма пултарни, редакци Муркаш почтамчĕпе тачă çыхăнса ĕçлени ытти редакцисемшĕн тĕслĕх пулмаллине палăртрĕ. Министр журналистсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.

 

IMG_4384.JPG

 

Наталия  НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4