Олег Николаев Çырăвне хаклатпăр

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.02.2021, 15:18 Просмотров: 435

Паян, февралĕн 2-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан хăйĕн  Çырăвĕпе тухрĕ. Çырупа вăл республика тĕп хулинчи Оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Пĕлтерĕшлĕ документра республика ертÿçи Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти-организацисен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсене палăртса уçăмлатрĕ.

Александр СИДЮШКИН,

депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ, социаллă тата культура ĕçĕ-хĕлĕн, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ:

- Олег Николаев Çыру пуçламăшĕнчех палăртрĕ, пирĕн тĕп задача республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, хăтлăлатасси пулса тăрать. Çĕршывра пурнăçа кĕрекен наци проекчĕсем шăпах ĕнтĕ çак тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Республика Пуçлăхĕ наци проекчĕ шайĕнче республикăра туса ирттерекен ĕçсене тишкерсе хак пачĕ, малашлăх задачисене асăнчĕ.

Акă пирĕн районта иртнĕ çул наци проекчĕсемпе пăхнă ĕçсене туса ирттерме кăна 73 млн тенкĕ уйăрнă. Вăл шутра «Вĕренÿ» наци проектне пурнăçа кĕртме - 26 млн тенкĕне яхăн.

Асăннă наци проекчĕ шайĕнче кăçалах Кашмашра 108 вырăнлă çĕнĕ шкул хута каймалла. Ун пирки Олег Николаев та Çырура каларĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула тума 155 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Вăл шутран 20 млн тенкĕлĕх ĕçсене иртнĕ çулах туса ирттернĕ ĕнтĕ. Шкул патне пымалли çĕнĕ çула та кăçалах хута ярĕç.

«Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнчех иртнĕ çул Калайкассинчи тата Çатракассинчи вăтам шкулсенче цифра тата гуманитари профилĕсен «Точка роста» центрĕсем хута кайрĕç. Асăннă программăпа шкулсенчи пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсене пĕтĕмĕшле 900 пин тенкĕлĕх туса ирттернĕ, çĕнĕ оборудовани 2,3 млн тенкĕлĕх кÿрсе килнĕ. Паянхи куна районти шкулсенче кун пек центрĕсем 4-на çитрĕç ĕнтĕ. Виçĕмçул кун пек центрсене Йÿçкасси тата Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенче йĕркеленĕччĕ. Кăçал вĕсене татах 3 шкулта уçма палăртнă.

Кунпа пĕрлех шкулсенчи спортзалсене юсассипе ĕçсем çуллен сахал мар туса ирттереççĕ. 2020 çулта Нискасси тата Сосновка шкулĕсенче спортзалсене тĕпрен юсанă. Юсав ĕçĕсем валли 3,7 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕренекенсен спортпа туслă пулма, хăйсен сывлăхне çирĕплетме майсем лайăхланса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4