Хутла пĕлменнинчен миграци таран - çырав ыйтăвĕсем çĕр çулта мĕнле улшăннă

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.12.2020, 15:07 Просмотров: 162

1926 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче СССР-ти пĕрремĕш халăх çыравĕ иртнĕ. Ун кăтартăвĕсем çĕршывра промышленноç япăх аталаннине çирĕплетнĕ. Ун чухне халăхран мĕн пирки ыйтнă тата çĕр çултан çынсем мĕнле ыйтусене хуравлĕç. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020 мĕн çĕннине кăтартĕ.

1926 çулхи çырав программи вăл тапхăршăн пысăк шутланнă. Унта 15 пункт пулнă: хĕрарăм е арçын, миçе çулта, хăш наци çынни, тăван чĕлхе, ăçта çуралнă, çырава хутшăнакан вырăнта хăçантанпа пурăнать, çемьеллĕ е çук, хутлапĕлни, сусăрлăх, ăçта ĕçлени, ĕçсĕр ларнă тапхăр тата малтанхи ĕç вырăнĕ (ĕçсĕррисемшĕн кăна), пурăнмалли тупăш çăлкуçĕ (ĕç çуккисемшĕн), психика тĕлĕшĕнчи сывлăх. Унсăр пуçне, çемье картти çинче ун тытăмне, мăшăрланнăранпа мĕн вăхăт иртнине тата пурăнмалли условисене кăтартмалла пулнă.

Вăрçăсем тата революции иртнĕ хыççăн çĕршыва аталантарма тĕп-тĕрĕс кăтартусем кирлине ăнланнă. Халăх хутла пĕлменнине пĕтерес тĕлĕшпе миçе шкул уçмалла. Кадрсем хатĕрлеме тата заводсем тума çынсен вĕренÿ шайне, вĕсене ĕçпе тивĕçтернине тата профессие алла илнине пĕлмелле.  Асăнса хăвармалла, çырав вăл вăхăтра çĕршывра хутла пĕлекенсем 40,7 процент кăна шутланнине палăртнă, хуласенче - 60 процент, ялсенче – 35,4 процент. Çав пĕтĕмлетÿсем комсомолецсене ĕçе кÿлĕнтернĕ – хутла пĕлменнине пĕтерме пĕтĕм Союзĕпех ĕçе пуçăннă. Историрен пĕлетпĕр, палăртнине пурнăçланă.

Хутла пĕлменни паянхи кун ыйтăвĕ мар. Анчах «Эсир çырма е вулама пĕлетĕр-и?» ыйту çырав листисенче юлнă. Çав вăхăтрах, хуравлаканăн вĕренÿ шайĕ тата хушма вĕренÿ пирки ыйтни те пур.

Çитес çыравăн тепĕр çĕнĕлĕхĕ – вырăс е ытти халăх чĕлхине пĕлни пирки ыйтнипе пĕрлех кулленхи пурнăçра хăш чĕлхепе усă курнине те тĕпчеççĕ.

Юлашки çĕр çуллăхра пурăнмалли тупăш çăлкуçĕ Пирки ыйту самаях улшăннă. 2020 çулхи çырав листисенче унпирки пуринчен те ыйтаççĕ. Асăнтăмăр маларах, 1926 çулта апла марччĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ: статистиксене пурăнмалли тупăш çăлкуçĕ Кăна интереслентерет.

Кăçал пуçлане Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тата тепĕр çĕнĕлĕхне палăртмалла: миграци е çынсем вырăнтан вырăна куçни. Вĕсем пирки пĕлни вара çĕршывра ку енĕпе политикăна тĕрĕс тытса пыма, регионсенче транспорта аталантарма, çынсене ĕçпе тивĕçтерессине татса пама пулăшать.

Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейрихалăх çыравĕ – 2020.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4