Çырав - халăха пулăшу паракан портал урлă мĕнле пулĕ вăл

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.12.2020, 15:05 Просмотров: 185

Кăçалхи октябрьте ВЦИОМ ирттернĕ тĕпчев тăрăх, ыйтусене хуравлама сĕннисенчен 43 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çырава хутшăнассине çирĕплетнĕ. Ку мелĕн тĕп енĕсене те палăртнă вĕсем – «меллĕ» тата «хăрушсăр», сывлăхшăн, инкеке лексе сусăрланасран тата информаци тĕлĕшĕнчен.

2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пĕтĕм çĕршывĕпех цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравне хутшăнать. Ку вăл вунăçуллăхри тĕп пулăм. Çитес çыравăн хăйнеевĕрлĕхĕ – даннăйсене вырăнпа (территорипе) çыхăнтарни. Çапла туни муниципалллă статистикăна йĕркелеме никĕс хывать, йышăнусене вăхăтра тÿрлетме май парать. Пĕтĕм Раççейри çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсене «Халăх» цифрăллă аналитика платформине вырнаçтараççĕ. Çавна май, пуçтарнă кăтартусене федераципе регионсен шайĕнче кăна мар, кирек хăш ялпа хула тăрăх та пăхса тухса тĕпчеме пулать. 

Цифрăллă пĕрремĕш çырав вăхăтĕнче даннăйсене хÿтĕлессине тĕп вырăна хураççĕ. Павел Малков çирĕплетнĕ тăрăх, кăтартусем кашни уйрăм çынна пĕлтермеççĕ. Пенси фончĕ, налук служби тата шали ĕçсен министерстви çемье çинчен информаци илеймест. «Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ малти вырăнта, мĕншĕн тесен, çырав çĕршер пин çын хутшăнакан пысăк проект, вăл çĕршывра пурăнакансене пурне те пырса тивет», - палăртнă Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков.

Электронлă анкетăна 20 минутрах çырса тултарма пулать. Унта 33 ыйту. Вĕсенчен ытларахăшĕ хуравлакан пирки – вăл миçе çулта, хĕрарăм е арçын, вĕренÿ шайĕ, хăш наци çынни, çемьеллĕ е çук, пурăнмалли тупăш çăлкуçĕ. Тепĕр пайĕ – пурăнмалли условисем пирки.

Цифрăллă çырав ыттисенчен тĕрĕслĕхпе, кăтартусене хăвăрт пĕтĕмлетме май пулнипе уйрăлса тăрать. Раççей Федерацийĕнчи халăх шутне тата йышне 2021 çулхи июльтех шутласа пичетлеме палăртаççĕ.

Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4