Тăххăрмĕш классем валли «Тăван литература» пичетленчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.12.2020, 10:19 Просмотров: 233

Тăван_литература-9.jpg

«Литература – илемлĕ сăмахлăх, пурнăçа сăмахпа сăнарласа паракан ÿнер тĕсĕн пĕр пайĕ», – çапларах уçса парать «литература» ăнлава тăххăрмĕш классем валли хатĕрленĕ «Тăван литература» вĕренÿпе вулав кĕнеки. Кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 3700 экземпляр тиражпа пичетленнĕ. Ăна Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – Алина Майорова.

«Тăххăрмĕш класра чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен паха хайлавĕсене, çыруллă литература аталанăвне авалхи тĕрĕк тапхăрĕнчен пуçласа XXI ĕмĕр пуçламăшĕ таран вĕренме палăртнă», – тесе пĕлтернĕ умсăмахра. Вĕреннине асра тытма çăмăлрах пултăр тесе кăларăмра пăхса тухма палăртнă темăсене ятарлă тапхăрсем çине пайланă – «илемлĕ сăмахлăх урлă тăван халăх кун-çулне, çĕршыври паллă пулăмсене, сăмахлăхăн хăйне евĕрлĕхне пĕтĕмĕшле хак пама, теори материалĕпе паллашса хайлавсен пахалăхне ăнланма пулать». Пĕтĕмпе кĕнекере сакăр пысăк пай. Хăш çыравçăсене кĕртнĕ-ха «XXI ĕмĕрти чăваш литератури» пая; Кунта тăххăрмĕшсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашĕç.

Кашни пай теори материалĕпе пуян. Вĕренекенсем баллада, детективлă, мистикăллă, фантастикăллă хайлав жанрĕсене тишкерĕç, драмăллă хайлав тытăмĕн уйрăмлăхĕсене ăша хывĕç. Кăларăм вĕçĕнче литература ăнлавĕсен сăмахсарĕ пур. Унта кашни жанр пĕлтерĕшне уçса панă. Вĕренÿ кĕнекине ансат, çав вăхăтрах пуян чĕлхепе çырнă, çакă кирек мĕнле темăна та интересленсе вĕренме хавхалантарать, вĕреннине асра тытма май парать. Унсăр пуçне пĕлĕве тарăнлатма тата тĕрĕслеме кашни хайлав, пай хыççăн ятарлă ĕçсем пур. Вĕсене еплерех пурнăçламаллине ятарлă паллăпа кăтартнă: сăмахран, «кăткăс ĕç» (кăмăл тăвакансем валли), «пултарулăх ĕçне тăватпăр», «культурăсене тĕпе хурса тишкеретпĕр» тата ытти те.

Вĕренÿпе вулав кĕнекине пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацисенче усă курма Федерацин патшалăх стандарчĕпе тата «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 5–9 классем валли» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Дарья МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4