1977 çултанпа пĕтĕм çĕршывсенче кашни виççĕмĕш кĕçнерникун Пĕтĕм тĕнчери пируссăр куна паллă тăвасçĕ. Ку мероприяти тĕллевĕ – пирус туртни сывлăхшăн тата обществăшăн сиенлĕ пулни çине тимлĕх уйăрасси. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ паракан кăтартусем тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере кашни çул çак сăлтавпа 5 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Пирус тата электронлă сигаретсем туртни çын сывлăхне мĕнле сиен куни çинчен эпир Республикăри общество сывлахĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Егоровăна каласа пама ыйтрăмар.
- Елена Михайловна, пирус туртнине хирĕç тахçанах кĕрешме пуçланă. Мĕншĕн çак ыйту халĕ те питĕ çивĕч?
- Шел пулин те, çак ыйту паян кун та сывлах сыхлавĕнче чи çивĕччисенчен пĕри. Пурте пĕлеççĕ пирус сывлăхшăн мĕнле сиенлине. Пирус сиенĕ туртма пуçланă хыççăнах тÿрех курăнмасть. Çавăнпа та нумайăшĕ чирсем вĕсене пырса çакланмасть, тесе шутлаççĕ пулмалла. Тата ним те ыратман чухне çынсем сывлăх çинчен пачах та манса каяççĕ.
Туртма пуçланакансенчен пĕри те пирус серепине çакланма пултаратăп, тесе туртма пуçламаççĕ. Пурте кăштах турткалатăп та кирлĕ пулсан, çăмăллăнах туртма пăрахатăп, тесе шутлаççĕ.
Анчах та, никотин питĕ ултавлă япала, туртмассерен кунсерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Малтанхи вăхăтра темиçе сигарет кăна туртнă пулсан, каярахпа вара пĕр пачка таранах кирлĕ пулса пырать. Çапла вара çын сисмесĕрех никотин серепине çакланать. Пирус туртма пăрахас, тесен те вăл вара пăрахаймасть. Пирус туртма пăрахма шут тытсан, темиçе сехет хушши туртмасан, çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма пуçлать. Черетлĕ пирус туртса яни кăна çынна лăпланма пулăшать.
Туртакансенчен нумайăшĕ турма пăрахасшăн. Анчах та хăйсем тĕллĕн туртма пăрахакансем питĕ сахал. Çакна палăртмалла, пирус серепине çакланма питĕ çăмăл, туртма пăрахма питĕ йывăр.
- Пирус сиенĕ синчен тепер хут аса илтерĕр-ха.
- «Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет» тени чăнах та тĕрĕс. Никотин пысăк виçи кĕске вăхăтра этем организме лексен çын хăвăрт вилсе кайма пултарать.
Кашнинчех пирус туртмассерен тĕтĕмпе пĕрле тĕрле сиенлĕ япаласем, пысăках мар никотин виçи туртаканнăн организмне кĕрсе пухăнса пырса, шалти органсене амантаççĕ. Нумайĕшĕн чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пусланса каяççĕ. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсенчен 80% - чĕ таран - пирус туртакансем.
- Пирус туртассине хирĕç пирĕн республикăра та тахçанах кĕрешме пуçланă. Ку енĕпе лайăх улшăнусем пур-и?
- Юлашки çулсенче туртакансен шучĕ пирĕн республикăра чакса пыни палăрать, çула çитменнисем хушшинче те çак кăтарту пĕчĕкленнĕ. Çакă çынсем хăйсен сывлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланипе çыхăннă. Паянхи çамрăксем çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх кирлĕ иккенне лайăх ăнланаççĕ.
Шел пулин те пируспа туслисен йышĕ çав-çавах нумай-ха. Пĕрисем туртма пăрахнă вăхăтра, теприсем пуçласа пируса алла илеççĕ, чир вĕсене пырса тивмессе шанаççĕ.
- Елена Михайловна, çынсенчен нумайăшĕ туртма пăрахни тата туртма пуçламанни сигарет кăларакан компанисен тупăшне пĕтерет пулĕ?
- Ку чăнах та çапла, пирус туртакансен шучĕ чакса пырсан, табак кăларакан компанисен тупăшĕ пĕчĕкленет. Асăннă компанисем вара тупăшне çухатасшан мар, çулсерен нумайрах та нумайрах тупăш илме тăрăшаççĕ. Вĕсем пачах та алă усса лармаççĕ, туртакансен шучĕ ан чактăр тесе тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Сăмахран, тĕрлĕ электронлă сигаретсем, вейпсем туса кăларса сутма пуçларĕç.
- Электронлă сигаретсене хăçан кăларма пуçланă тата вĕсем мĕн пирки ытларах çамрăксем хушшинче анлă саралнă?
- Çак сигаретсене Китай фармацевчĕ Хон Лик шутласа кăларнă. Унăн ашшĕ чылай вăхăт пирус туртса пурăннă хыççăн ÿпке шыççипе - ракпа чирлесе кайса вилнĕ. Хон Лик хăй те туртма юратнă, çавăнпа ашшĕ пек чирлесе каяс мар тесе, сывлăхшăн сиенлĕ мар туртмалли хатĕр туса кăларма шутланă. Пĕрремĕш электоронлă сигарета 2003 çулта туса кăларнă. Вăл çиелтен пăхсан ахаль пируса аса илтернĕ.
Пирус кăларакан компанисем вара çак хатĕрсемпе татах та нумай тупăш илме пултарма май пуррине шутласа, вĕсене анлăн хатĕрлесе пĕтем тĕнчипех сутма пуçланă. Вĕсене çулсерен татах та улăштарса çĕнелетсе урăхларах туртмалли хатĕрсем, тĕслĕхрен - вейпсем, шутласа кăларчĕç.
Нумайрах сутса тупăш илес тесе, электронлă сигаретсемпе вейпсем сиенсĕр, вĕсем пирус туртма пăрахма та пулăшаççĕ тесе анлăн реклама сараççĕ. Çамрăксене, хĕрсене туртма илĕртес тесе электронлă сигаретсен шĕвекĕсене тĕрлĕ тутлă шăршăллă хутăшсем хушаççĕ. Вĕсенчен ахаль пирусăнни пек ырă мар шăршă кĕмест. Çапла майпа çак хатĕрсемпе уйрăмах çамрăксем усă кураççĕ.
- Электронлă сигаретсем, вейпсем сывлăха чанах та мĕнле сиен кÿнине каласа парăр-ха.
- Электронлă сигаретсем сывлăхшăн сиенлĕ мар, вĕсем туртма пăрахма пулăшаççĕ – тени, реклама утăмĕ кăна.
Электронлă сигаретсем валли кăларакан шĕвеке глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин та хушаççĕ. Шĕвеке мĕнле япаласем тата вĕсене мĕн чухлĕ хушнине пĕлсе те пĕтерейме май çук, мĕншĕн тесен туса кăларакансем вĕсене хăйсене май йĕркелесе пыраççĕ.
Никотин пирусра та, электронлă сигаретсен шĕвеккинче те пĕр япалах, вăл çын организмне çакланса пĕр пекех сиен кÿрет. Çавăнпа никотина хăнăхнă çын электронлă сигарет туртса нимле те туртма пăрахаймасть. Енчен те никотинсăр шĕвекпе усă курса туртма пăрахап тесен, çын организмĕ çав çавах никотин ыйтма пуçлать. Вăл вара каялла çĕнĕрен ахаль пирус туртма е никотин шĕвеклĕ электронлă пируса турма пуçлать.
Электронлă сигаретăн шĕвекĕнчи хими хутăшĕсем пĕрмай организма кĕрсе тăрсан, тĕрле чир – чĕре пуçарса яраççĕ.
- Елена Михайловна, электронлă сигаретсем, вейпсем питĕ сиенлĕ пулнине час-часах асăнаççĕ. Мĕнле те пулин пирĕн çĕршывра законпа çирĕплетнĕ чарусем йышăннă-и?
- Кăçалхи октябрьте çĕнĕ закон йышăннă. Çав закон тăрăх электронлă сигаретсене, вейпсене, кальяна ахаль пируспа танлаштарнă. Çав хатĕрсене пирус пекех обществăлла вырăнсенче туртма юрамасть. 20 миллиграммлă ытларах никотинлă шĕвексене те сутмалла мар. Электронлă пируссене, вейпсене интернет урлă та сутма чарнă, тата вĕсене реклама тĕллевĕпе витринăсем çине курăнмалла хума юрамасть. Çакă чарусене пĕтĕмпех халăх сывлăхне сыхласа хăварасишăн йышăннă.
Енчен те çак чарусене пăхăнмасан, вĕсене пăссан, çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ, тавар сутакансене 40 пин тенкĕ таран, организацисене, фирмăсене - 90 пин тенкĕ штраф пама палăртнă.
- Калаçăва пĕтĕмлетсе хаçат вулакансене эсир мĕн суннă пулăтăр?
- Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма пăрахмалли кун - кашни хăйĕн сывлăхĕ çинчен тепĕр хут шухăшлаттармалли кун. Пирус туртакансем пирус туртма пăрахса ун серепинчен хăтăласса шанас килет. Пурин те сиенсĕр сигаретсем çуккине яланах асра тытмалла. Сывлăха укçа парса илме май çук, çавăнпа кашни çын хăйĕн ăна упрама тăрашмалла.
Сывă пулăр, хăвăра упрăр.
Сентябрь 2026 |
