Пирĕн редакци хăни паян – Геннадий Максимов çыравçă, журналист, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Унăн хайлавĕсем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленнĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак», «Вăхăта парăнман юрату», «Танец в ночи», «Загубленный рай».
– Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Хамăрăн тăван чĕлхепе çырнинчен хакли нимĕн те çук.
– Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Тăван чĕлхе.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Поэтсем – Николай Теветкел, Александр Пушкин. Прозакисем – Лаврентий Таллеров, Эрнест Хемингуэй. Художник – Анатолий Миттов.
– Юратнă кĕнеке.
– Лаврентий Таллеровăн «Шеремет» романĕ.
– Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Василий Шукшинпа. Унăн «Брат мой...» кĕнеки чаплă.
– Пурнăç девизĕ.
– Малаллах пурăнмалла. Мĕн планланине пурнăçлама тăрăшмалла.
7– Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Мăшăрăма – Татьяна Лаврентьевнăна.
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
