Кандидатсем хăйсен программисемпе паллаштарчĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 07.07.2020, 08:21 Просмотров: 353

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕччен вăхăт икĕ уйăх кăна юлать. Суйлав кампанийĕ кăçал нихăçанхинчен те конкурентлăрах пуласси каламасăрах паллă. Кандидатсем саккăрăн. Вĕсене суйлав кампанине хутшăнма пурне те пĕр тан майсемпе условисем туса пама палăртнă. Асăннă пуçарăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тунăччĕ. Çав тĕллевпе Чăваш Ен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ сĕннипе хуласемпе районсенче кандидатсене хăйсемпе, хăйсен программисемпе паллаштарма коммуникаци площадкисем йĕркеленĕ. Çирĕплетнĕ ятарлă графикпа килĕшÿллĕн асăннă площадкăсенче тĕл пулусем июлĕн 3-мĕшĕнче тытăнчĕç ĕнтĕ. Тĕл пулусем июлĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вĕçленмелле.

Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсене муниципалитетсен депутачĕсемпе тĕл пулма май туса пани - регионшăн çĕнĕ япала. Çапла майпа кандидатсем муниципалитет фильтрĕ витĕр тухаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсемпе тĕл пулу июлĕн 6-мĕшĕнче Муркаш районĕнче иртрĕ. Депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсем, депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсем кандидатсемпе тĕл пулма «Централизованная клубная система» муниципалитет бюджет культура учрежденине пухăнчĕç.

Тĕл пулăва сакăр кандидатран пиллĕкĕшĕ хутшăнчĕ. Кусем вĕсем: Александр Андреев депутат /КПРФ/, Сергей Матвеев /«Патриоты России»/, Николай Степанов /«Российская партия пенсионеров за социальную справедливость»/, çавăн пекех хăйсене хăйсем кандидата сĕннисем Андрей Ильдеменов /уйрăм предприниматель/ тата Юрий Шакеев /гражданла активист/.

Тĕл пулăва хутшăнакан кашни кандидатах хăйĕн пирки каласа кăтартма, хăйĕн программипе паллаштарма май туса пачĕç.

Александр Андреев сăмах пĕрремĕш илчĕ. Суйлава КПРФ-ран хутшăнать. Хăйĕн биографийĕпе паллаштарнă май, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче çуралнине каларĕ. 2005 çултанпа политикăпа çыхăннă. Депутатсен Кÿкеç ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ пулнă, депутатсен Шупашкар район Пухăвĕн депутатне виçĕ хутчен суйланнă. 2016 çултанпа - КПРФ фракцирен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Хăйĕн программи виçĕ пайран тăнине асăнчĕ: политика, экономика тата социаллă ыйтусемпе çыхăннисем. Политика енĕпе ял тăрăхĕсен, хуласемпе муниципалитетсен пуçлăхĕсене тÿрремĕн суйласси патне таврăнмалла тесе шутлать. «Çавăн чухне вĕсем суйлавçăсем умĕнчи хăйсен яваплăхне тÿрремĕнех туйĕç», - тесе палăратать. Референдумсем ытларах ирттермелли пирки каларĕ. Экономика тĕлĕшпе илсен, инвесторсем валли уçă условисем туса памаллине палăртрĕ. Социаллă программăсемпе ытларах ĕçлени вара граждансене хăйсен нумай ыйтăвне татса пама пулăшĕ.

Хăйĕн кандидатурине хăй сĕннĕ Андрей Ильдеменов Шупашкар хулинче çуралнине пĕлтерчĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне, Мускавра управлени институчĕн аспирантурине вĕренсе пĕтернĕ. Диссертаци хÿтĕленĕ хыççăн Мускав облаçĕнче ĕçлеме юлнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен шăпи уншăн ют мар. Çавăнпах ĕнтĕ вăл регион Пуçлăхне суйлама хăйĕн кандидатурине сĕнес тенĕ. Иккĕмĕшĕнчен, вăл шутланă тăрăх, республикăри экономика лару-тăрăвĕ ансат мар пулни унăн автономине хавшатлатма пултарать. Çавăн пекех предприятисене ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшмаллине палăртрĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшупа тивĕçтермеллине уйрăммăн асăнчĕ. Социаллă политика тĕлĕшпе патшалăх тата республика хăйсем çине илнĕ социаллă обязательствăсене пурнăçлама тивĕç тесе çирĕплетет.

«Патриоты России» партирен тăратнă Сергей Матвеев çавна калса пачĕ. Вăл Шупашкар районĕнче çуралнă. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ: техника енĕпе тата финанссем енĕпе. 2015 çулта «Патриоты России» партирен депутатсен Шупашкар район Пухăвĕн депутатне тăратнă. «Манăн позици - республикăра пурăнакан кашни çынна пулăшасси, пĕр çыннăн проблемине те тимлĕхсĕр хăварма юрамасть», - хăйĕн шухăшĕсен çавăн пек палăртрĕ Сергей Матвеев.

«Партия пенсионеров за социальную справедливость» представителĕ Николай Степанов Комсомольски районĕнче çуралнă. Студотрядра ĕçленинчен тытăнса Шупашкар хула Пухăвĕн депутатне çити тумхахлă çул туса тухнă. Хальхи вăхăтра Пенсионерсен партийĕн регион уйăрмне ертсе пырать. Унăн шухăшĕпе чи малтанах экономика ĕçĕ-хĕлĕн аудитне ирттерес пулать. Малтанхи вăхăтра «пилĕк çуллăхсем» пулнă хыççăн очетсем ирттернĕ пек, унăн шухăшĕпе халĕ те ĕç-хĕле çапла майпа йĕркелемелле. Николай Степанов правительствăра профессионалсем кăна пулмалла тесе каларĕ. Виççĕмĕш самант вара - республика правительствин ĕç планне тумаллине калать. Апла пулсан малтан муниципалитетсен планĕсем çине тимлĕх уйăрмалла, кайран кăна укçа-тенкĕ уйăрас пулать. Социаллă çурт-йĕр тăвасси çинче чарăнчĕ, кун пек çурт-йĕрпе хыççăн приватизацилессин йĕркипе чи малтанах врачсене, учительсене тата пĕчĕк тупăшлă граждансене тивĕçтермеллине палăртрĕ.

Хăйĕн кандидатурине хăй сĕннĕ Юрий Шакеев Шупашкарта пурăнать, тăватă ача ашшĕ. Общество тата блогер ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен экономика тата юридици факультечĕсене вĕренсе пĕтернĕ. Вăл шутланă тăрăх, влаç органĕсем тĕлĕшпе «сывă» критика яланах пулмалла. Хăйĕн ĕçĕпе тĕрлĕ ыйтупа Муркаш тăрăхĕнче пĕрре кăна мар пулни пирки каларĕ.

Хăйсемпе, хăйсен программисемпе паллаштарнă хыççăн кандидатсем тĕл пулăва хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тĕл пулу вĕçленнĕ хыççăн вара депутатсен район Пухăвĕн тата депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсен кандидатсемпе куçа-куçăн калаçма май пулчĕ.

Асăнса хăварасшăн, çак вăхăта Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсемпе муниципалитетсенчи тĕл пулусем Улатăрта, Пăрачкавра, Çĕмĕрлере, Хĕрлĕ Чутайра, июлĕн 6-мĕшĕнчех Етĕрнере те иртнĕ ĕнтĕ.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4