Паттăрсенчен тĕслĕх илеççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 17.02.2020, 14:18 Просмотров: 482
IMG 0774
 
Афганистанра хăйсен çар тивĕçне пурнăçланă салтаксен ячĕпе, Афганистанран совет çарĕсене кăларнине халалласа çак эрнере «Сывлăх» спорт шкулĕнче саккăрмĕш бокс турнирĕ иртрĕ. Кашни çулах турнира боксерсем йышлăн хутшăнаççĕ. Кăçал та Муркаша Чул хуларан тата облаçĕнчи хуласенчен, Мари Эл, Тутарстан Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен, республикăри тĕрлĕ хулапа районтан килнĕ.

Турнирта çарпа патриотика туйăмĕн лару-тăрăвĕ хуçаланчĕ: районти интернационалист-салтаксем те нумайăн килнĕ, тĕрлĕ çулта хĕрÿ çапăçусене хутшăннă республика тулашĕнчи ветерансем те çитнĕ, право тата йĕрке сыхлав органĕсен районти тата ытти регионти ертÿçисем те. Пирĕн ентеш, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Евгений Борисов турнира килсе боксерсене çитĕнÿсем сунни – ачасемшĕн чи ырă чĕрĕ тĕслĕх.

Боксерсене Муркаш çĕрĕ çинче ăнăçу суннă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район пуçлăхĕ Игорь Николаев, ытти пур хăна муркашсен çак турнирпа мăнаçланма сăлтав пуррине, вăл ачасене патриотла воспитани парассинче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç.
Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тĕрлĕ командăри пурĕ 106 боксер ринга тухрĕ. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе муркашсем кăçал та кубока тивĕçрĕç. «Сывлăх» спорт шкулĕнчи бокс секцине С. Черкашин, С. Черкашин (ывăлĕ) тата О. Сютруков тренерсем ертсе пыраççĕ.

Фоторепортажпа хаçат сайтĕнче паллашăр.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4