Çурт-йĕрлĕ пулма - патшалăх пулăшăвĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 17.02.2020, 13:33 Просмотров: 400
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Муркаш районĕнче 2019 çулта пурĕ 54 çемьене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Пулăшу илнĕ çемьесен шучĕ малтанхи çултисенчен пысăкрах.
Район администрацийĕн капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕнче çак пулăшăвăн тĕрлĕ енĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç.

«Жилье и городская среда» наци проекчĕн шайĕнче Раççей Федерацийĕн «Обеспечение доступным и комфортным жильем и коммунальными услугами граждан Российской Федерации» патшалăх программине хутшăнса пĕлтĕр районти 38 çамрăк çемьене патшалăх пулăшăвне тивĕçнине çирĕплетекен сертификат панă. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕпе пурĕ 21 миллион та 462 пин тенкĕ ытла суммăлăх тивĕçтернĕ. Çак укçа-тенке федераци, республика тата район бюджечĕсенчен уйăрнă.

Апла пулсан, палăртса хăваратпăр, çак программăна хутшăнса район территорийĕнчи çамрăк çемьесем патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Çамрăк çемьесен йышне 35 çултан иртмен мăшăрсем кĕреççĕ.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май паракан тепĕр ен – Чăваш Республикин «Развитие сельского хозяйства и регулирования рынка сельскохозяйственной продукции, сырья и продовольствия Чувашской Республики» патшалăх программине хутшăнни. Ялта пурăнакан, ĕçлекен граждансем, вăл шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем те, шăпах çак программăн «Устойчивое развитие сельских территорий Чувашской Республики» хушма программипе хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултараççĕ.

Асăннă программăпа 2019 çулта Муркаш районĕнчи 8 гражданин усă курнă, вĕсенчен 5-шĕ – çамрăк специалистсем. Вĕсене социаллă пулăшăва тивĕçни çинчен калакан свидетельствăсем панă, патшалăх пулăшăвĕпе пурĕ 7 миллион та 775 пин тенкĕ ытлалăх тивĕçтернĕ. Социаллă тÿлеве 4 çын пÿрт тума усă курнă, 3 çын хатĕр çурт-йĕр туяннă, 1 çын ипотека кредичĕн тĕп парăмне тÿлеме усă курнă.

Пĕлтĕр район бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе усă курса (пурĕ 3 миллион та 855 пин ытла тенкĕ) 4 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтернĕ. Çак майпа çурт-йĕрпе тивĕçтересси ятарлă çурт-йĕр фондĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе найм килĕшĕвĕ тунипе çыхăннă. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене ку мелпе тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисен лайăхлатма право пур.

Граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан тепĕр ен Чăваш Республикин «О регулировании жилищных отношений (многодетные семьи, имеющие 5 и более несовершеннолетних детей)» саккунĕпе килĕшсе тăрать. Çапла 18 çул тултарман пилĕк е ытларах ачаллă çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтнисен черетне тăмалла, вĕсене ятарлă учета илеççĕ. Ку программăпа 2019 – 2020 çулсем валли Чăваш Республикин бюджетĕнчен субвенцисем уйăрман.

Муркаш районĕнчи граждансем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен 3 тăлăх арăмĕ тата 1 инвалид Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хÿтлĕх министерстви пурнăçласа пыракан программăсене хутшăнса иртнĕ çул хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарчĕç. Çак категорисене кĕрекенсен те малтанах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтнисен районти черетне тăмалла. Инвалидсен çак черете 2005 çулччен тăни пĕлтерĕшлĕ услови шутланать.
Çапла граждансен тĕрлĕ категорине кĕрекенсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен пурнăç условийĕсене палăрмаллах лайăхлатма пултараççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4