Пурте – йĕлтĕр йĕрĕ çине

Категория: Главные новости Опубликовано: 17.02.2020, 10:56 Просмотров: 350

Февралĕн 22-мĕшĕнче, Раççейри чылай регионти пекех, пирĕн республикăра та, апла пулсан Муркаш районĕнче те, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2020» массăллă чупу иртет.


Сывлăх тĕлĕшĕнчен чикĕлевсем çук пулсан, çак ăмăртăва кашни çын хутшăнма пултарать. Пĕлтĕр акă Чăваш Республикинчи массăллă стартсене тухнисенчен чи аслă çынсем тесе 89 çулти Пимен Петров тата 87 çулти Вера Орлова пулнине палăртнă. Хусанта вара 93 çулти пенсионер старта тухнă.


Çак ырă тĕслĕхсемпе хавхаланса муркашсем те кăçал «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва йышлăн хутшăнасса шанать районти йĕркелÿ комитечĕ. Унăн пĕрремĕш ларăвĕнче хатĕрленÿ ĕçĕсене сÿтсе яврĕç. Кунпа пĕрлех районти пур вĕренÿ учрежденийĕнчен, ял хуçалăх предприятийĕсенчен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен, ытти учрежденирен хутшăнакансен, ял тăрăхĕсен командисен врач ирĕк панă справка пурри çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртса хăварчĕç. Ача сачĕсен воспитанникĕсен те, пенсионерсен те çак справка пулмалла.


«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» Муркашри йĕлтĕр базинче иртмелле. Халĕ унта йĕлтĕр йĕрне хатĕрлессипе тимлеççĕ. Йĕлтĕрçĕсен те массăллă чупăва хатĕрленме вăхăт пур.


Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4