Вĕренме каяс текенсем валли

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 09:50 Просмотров: 1

Чăваш Республикин ШĔМ Раççей МВД аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренме май пурри пирки пĕлтерет. Куçăмлă майпа вĕренме çулсеренех кандидатсене суйлаççĕ. 2026 çулхи абитуриентсенчен заявлени вĕренме кĕме 2027 çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Квалификациллĕ кадрсене Раççей ШĔМ вĕренÿ организацийĕсенче Чăваш Республики тулашĕнче хатĕрлеççĕ. Мускавра, Санкт-Петербургра, Чул хулара, Хусанта, Орелта «Саккунлăхпа тата право йĕркипе тивĕçтересси», «Наци хăрушсăрлăхне правăпа тивĕçтересси», «Экономика хăрушсăрлăхĕ», «Суд экспертизи», «Право сыхлав сферинчи информаци технологийĕн хăрушсăрлăхĕ» специальноçсене вĕрентеççĕ. Çак йыша кĕрес тесен мĕн тумалла-ха? 2027 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен хăвăр пурăнакан вырăнти шалти ĕçсен пайне ыйтупа тухмалла. Кадрсен пайĕнче вĕренме яма ыйтса заявлени çырмалла. Çарпа врач комиссийĕ витĕр тухмалла, психофизиологи тĕпчевĕ тумалла. Вĕренÿ заведенийĕн официаллă сайтĕнчи вĕренме кĕрес йĕркепе паллашмалла. Çÿлерех асăннă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрсе эсир оперативлă задачăсене пурнăçлама хатĕр квалификациллĕ специалист, Раççей полицийĕн офицерĕ пулса тухатăр.

Кадрсен пайĕн телефон номерĕсем: 8(83541) 62-9-60, 89997563477.

РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6