Уйкас Янасал территори пайĕнчи Юрпаш ялĕнче 1924 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă Антонина Кириллова çĕнĕ пурнăç ачи пулнă. )серехпе хăйĕн тăрăшулăхне никĕслесе хутла вĕреннĕ, ачаллах ĕçпе туслашнă, пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Хĕр вăхăчĕ çитсен Влас Моисеевпа паллашса-туслашса Çурлатрине качча тухнă. Кунта та çĕр ĕçĕнчен пăрăнман вăл. Уй хирти кашни ĕç патне чунĕ туртнă унăн.Кашни ĕç никĕсĕнче пахалăх тĕп вырăнта пулнă. Çапла вара тăватă ачине те ял хĕрарăмĕ мăшăрĕпе пĕрле ĕçпе туслă ÿстернĕ. Паян Антонина Кирилловна пирки унăн кĕçĕн ывăлĕ – Геннадий Моисеев – каласа пама кăмăл турĕ. Халĕ ăна сăмах.
– Анне... Мĕн тери ăшă та ытарайми вăл пирĕн пурнăçра. Кашниншĕнех чи хакли, чи çывăххи. Çакна эпир çулсем иртсен çеç ăнланса илетпĕр. Тĕлĕнмелле, анчах эпир мĕн çинчен шухăшланине-ĕмĕтленнине, мĕн пирки куляннине-савăннине, мĕн ыратнине ачаранпах чи малтан анне пĕлет, пулăшу алли тăсса парать. Вăл юнашар чухне темĕнле ыйтăва та çăмăллăн сÿтсе явма, йывăрлăха çĕнтерме, савăнăçа ÿстерме майĕ пур. Анне пирĕн çул маякĕ пулнăран нихăçан та çухалса кайма, йăнăшма памасть. Вăл ыттисемшĕн яланах ырă та вашават, ăслă та пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентет. Эпир анне умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра. Çавăнпа та эпир ăна яланах хисеплеме, юратма, пулăшма, упрама тивĕç. Пурнăçра хамăрăн ырă ĕçĕмĕрсемпе кăна унăн чунне савăнтарасчĕ, уявсенче е ахаль кунсенче те аннесене пĕчĕк парнепе, ăшă сăмахпа чун ăшши парнелесчĕ – анне юнашар пулсан тĕнче пушшех илемлĕ. Ыттисенни пекех, манăн та пурнăçра хама çуратса ÿстернĕ аннерен пахи никам та пулман. Вăл манăн пурнăç телейĕ шутланатчĕ: чун панă, вулама-çырма тата шурă-хурана уйăрма вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăй пулмасан та ун умĕнче эпĕ паян та пуç таятăп, унăн ячĕпе çутă сăнарне чĕререн кăлармастăп. Анне... Çĕр çинчи кашни çыншăн пуринчен малтан каланă чи пĕлтерĕшлĕ сăмах. Пулăшу алли тăсса пама ялан хатĕр чи хаклă çын вăл. Унăн юратăвĕпе тимлĕхĕ, чун-чĕре ăшши пире пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма, çут малашлăха шанма, ырă ĕненĕве упрама, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшать. Хамăра çуратса пурнăç панă, çемье ăшшине тата пирĕн телее туптанă аннесене эпир кил-çурт вучахне упракансем тесе хаклама тивĕç. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, ăс-тăн, чун пуянлăхĕ, ĕçченлĕхпе тÿсĕмлĕх панă ăна çут çанталăк. Ырă кăмăллă амăшĕ тата юратнă арăмĕ пулнăран ачисем те телейлĕ, мăшăрĕ те тĕреклĕ çакă çутă тĕнчере. Çут çантăлăх хăйĕн хĕрĕх те пĕр илемĕнчен чи тулли илемне хĕрарăмсене (аннесене) панă. Вĕсенчен пуçланать çĕр çинчи мĕнпур ырлăх, вĕсен кăмăлĕпе тытăнса тăрать çут тĕнче. Анне – пурнăç пуçламăшĕ, утма çул никĕсĕ, унăн тĕрекĕ, халăхăмăр шанчăкĕ, унăн чысĕпе мухтавĕ. Пуçлăхсемпе сăвăçсем тем чуль ăслă пулсан та, пурпĕрех амăшĕ вĕсенчен çÿлерех тăрать: вăл вĕсене çуратнă, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, утма-калаçма вĕрентнĕ. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пуласси аннерен чылай килет. Вăл кил-çурт илемĕ, пурнăçа хавхалантару кÿрекенĕ. Çавăнпа паянхи çамрăксене амăшсене хисеплеме чĕнсе калас килет. Вĕсемшĕн эпир яланлăхах ачасем – пĕчĕккĕ чухне те, ÿссе çитсен те. Хамăр аннесене пирĕн тĕрĕс утăмсем савăнтарĕç, йăнăш тунисем хурлантарĕç. Пурнăç малаллах шăвать. Çулсем иртнĕ май ачасем ÿссе çитĕнеççĕ, атте-анне вара ватăлать. Вăхăт иртнĕ май вĕсене пулăшма, чун ăшшине тавăрса пама нихăçан та манас марччĕ. Ачисем ÿссе çитĕнсе çемье йĕркелесен, хăйсене пурăнма йăва çавăрсан аннесем савăнаççĕ. Çак савăнăç вĕçсĕр пултăрччĕ. Вĕсен сăмахĕсемпе ĕçĕсем, вĕрентĕвĕсем çамрăк ăру асĕнчен ан тухчăр. Çавăн чухне аннесен ĕмĕрĕ те вăрăмрах пулĕ.
Ноябрь 2026 |
