Юлашки çулсенче влаç сывă пурнăç йĕрки çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшнине кашни утăмрах куратпăр. Аслă ăрури çар çыннисем те çак ĕçре пысăк пулăшуçăсем. Юлашки çулсенче халăха сывă пурнăç йĕркипе туслаштарассине вĕсем хăйсен çунатти айне илни çар ветеранĕсем ĕçре те, канура та, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассинче те малти ретре пынине çирĕплетет. Халĕ каланине пурнăçласа вĕсем хăйсем тата çемье членĕсем хушшинче юлашки çулсенче муниципалитет округĕнчи «Сывлăх» спорт шкулĕнче çулсерен спорт фестивальне ирттерессине ырă йăлана кĕртрĕç. Тĕрĕссипе каласан вăл халĕ республика шайĕнчи ăмăрту та пулса тăчĕ.
Ăна Афганистан вăрçине хутшăннисен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен – «Вăрçă инваличĕсен» – муниципалитет округĕнчи пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Çак организацире тăракансем хăйсен йышне Çурçĕр Кавказра Конституци йĕркине пăсакансене хирĕç тăнисене, ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисене тата вĕсен çемье членĕсене хутшăнтарса республика шайĕнчи спорт фестивальне вуннăмĕш хут ирттерчĕç. Вăрçă ветеранĕсем фронтран таврăнсан та пĕр йышра пулни тепĕр хут туллин куç умне тухрĕ. Кăçал маларах асăннă ветерансен тĕл пулăвĕ чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ. Унта ветерансемпе вĕсен çемье членĕсем йышлă пухăнни мероприятин пĕлтерĕшне кăтартрĕ. Туслă ăмăртусене Шупашкар хулипе Шупашкар округĕнчи, Етĕрне хулипе çак округри, Çĕрпÿри интернационалист-салтаксем хутшăнчĕç. Ĕнерхи салтаксем, çар операцийĕсене пĕрле хутшăннисем, паян ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв чысне хÿтĕлекенсем пĕр йышра пулни вĕсем пурнăçри çивĕч ыйтусене пĕрле татса пама хатĕррине кăтартса пачĕ. Çар ветеранĕсем спорт мероприятийĕсене хатĕрри пирки «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов асăннă организацин округри уйрăмĕн ертÿçине Константин Петрова пĕлтерчĕ. Константин Иванович стройра тăракансене çарти йĕркепе саламланă хыççăн пухăннисене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕн ĕçĕсене туса пыракан Алексей Кириллов асăннă ăмăрту пĕлтерĕшĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ветерансен пĕр ушкăнĕ интернационалист-салтаксене халалланă палăк умне чечек çыххи хума кайрĕ.
– Спортăн паянхи фестивальне 3 ăрури çар çыннисем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйсем пурнăçлакан ĕç ÿссе пыракан çамрăк ăрушăн пĕлтерĕшлине ăнланать. Çапла вара ĕнерхи салтаксен ăмăртăвĕнче ăрусен çыхăнăвĕ çирĕппи куç умне тухать. Паян эпир пурсăмăр та пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче хăвăртрах черетлĕ çĕнтерÿ тăвасса кĕтетпĕр, – терĕ ăмăртусенче пурне те ăнăçу сунса Алексей Николаевич. Шупашкартан килнĕ Владимир Цветков подполковник хăйĕн сăмахĕнче çак фестивальте çĕнтерекенсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынине шаннине пĕлтерчĕ. «Вĕсем пирĕн обществăшăн, çар ретне тăма хатĕрленекен çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулĕç», – терĕ вăл. Сывлăш çар десанчĕн ветеранĕсен пирĕн округри канашĕн ертÿçипе Сергей Черкашинпа Муркашри вăтам шкулта ачасене каратэпе туслаштаракан ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Бардасовăн сăмахĕсене те ырăпа палăртас килет. «Эпир ачасене спорта явăçтарнин тĕп тĕллевĕ вăл – хамăр республикăра тата округра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарни, çамрăксене физкультурăпа спорт ăсталăхне алла илме пулăшни», – палăртрĕç вĕсем.
Тĕл пулăва пухăннисене хăйсен çар пурнăçĕпе вертолет командирĕ Владимир Лукин, Афганистанта сывлăш çар десантĕнче службăра тăнă Иван Васильев тата çар ветеранĕ Юрий Цветков паллаштарчĕç. Каратэ секцине çÿрекенсен пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн хăйсене паян та стройри пек туякан çар ветеранĕсем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Çак кун вĕсем шашка тата нард вăййисене выляссипе, дартс перессипе, автомат сÿтсе пуçтарассипе, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе, мечĕк ывăтассипе вăй виçрĕç. Кашни вăйăрах туслăх çĕнтерчĕ.
– Асрах-ха ют горизонт тата пушхирти вĕри çил, – терĕç ăмăртусенче туслăх çĕнтернине палăртса интернационалист-салтаксем.
Анатолий БЕЛОВ.
Ноябрь 2026 |
