Эрешсенче чăвашлăх палăрать

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 09:08 Просмотров: 5

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енте регион ертÿçи Олег Николаев пуçарнипе Чăваш тĕррин кунне çиччĕмĕш хут паллă турăмăр.

Çак сăн ÿкерчĕке пăхма питех те кăмăллă. Унта пултаруллă çынсем чăваш тĕрри-эрешĕсемпе паллаштараççĕ. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи «Тĕрĕ тĕнчи» кружок ертÿçи Зоя Цветкова тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Надежда Варюхина чăваш тумĕпе пулнăран татах та илĕртÿллĕн курăнаççĕ.

– Чăваш тĕррипе чăнах та, Чăваш Республикинче кăна мар, Раççейри нумай нациллĕ халăх киленет. Ахальтен мар чăвашсем Раççейĕн тĕрĕллĕ карттин пуçаруçисем. Ĕлĕк чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене кашни хĕрупраç пĕлнĕ. Хĕрарăм ĕçченлĕхне тĕрĕллĕ çипуç кăтартнă, уявра тăхăнмалли тумтир пуян тата илĕртÿллĕ пулни кашни тĕрĕçĕн ăсталăхĕнчен килнĕ. Çав илемлĕ те чуна тыткăнлакан тĕрре эпир сурпан, масмак, кĕпе эрешĕсенче куратпăр. Пирĕн асаннесемпе кукамайсен арчинче çав япаласем паянхи кун та упранаççĕ. Эпĕ шутланă тăрăх, пуян орнаментлă, илемлĕ те паха япаласемпе усă курмалла, уявсенче тĕрĕллĕ çипуçа тăхăнса савăнăç кÿмелле. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче этнографи кĕтесĕнче упранакан тĕрĕллĕ япаласене эпир куравсенче усă куратпăр, чăваш тĕррипе илемлетнĕ капăрлăхсене, тумтире тĕрлĕ уявсенче тăхăнатпăр, – терĕ Надежда Варюхина. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи фольклор ушкăнĕсем ĕлĕкхи чăваш çипуçне тăхăнса чăвашсен ĕмĕрхи йăла-йĕрке уявĕсене сцена çинче кăтартаççĕ. Мари Республикинче ирттерекен мероприятисене те хутшăнаççĕ.

– Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарас, тĕрлеме вĕрентес тĕллевпе пирĕн шкулта «Тĕрĕ тĕнчи» кружок ĕçлет. Ăна эпĕ ертсе пыратăп. Ачасем çак кружока килĕштереççĕ. Тĕрлеме юратакан пултаруллă ачасене чăваш тĕррин çĕввисемпе паллаштаратăп, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнчи пуянлăха ăша хывма пулăшатăп, – терĕ Зоя Цветкова.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6