Аннесене чысларĕç

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 08:25 Просмотров: 12

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата Чăваш Енти Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ шайĕнче округ администрацийĕн ЗАГС залĕнче Аннесен кунне халалланă «çавра сĕтел» калаçăвĕ иртрĕ. Мероприятие Пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проектăн муниципалитетри уйрăмĕ, Муркаш округ администрацийĕ, вĕренÿ пайĕ, ЗАГС пайĕ йĕркеленĕ.

Кунта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене, мăшăрĕсене, нумай ачаллă амăшĕсене йыхравланă. Сăн ÿкерчĕкре уява хутшăннă нумай ачаллă амăшĕсене куратăр – Любовь Грязнова, Аэлита Храмова, Лариса Баранова. Хисеплĕ хĕрарăмсем – çемье вучахне упракансем, вĕсем çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр ÿстернĕ, обществăлла ĕçре те хастар. Çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан сумлă мăшăрсене йыхравланă кунта. Вĕсене пурне те Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова саламларĕ. «Тăван çĕршыва юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн, сирĕн чăтăмлăхшăн, ăслăлăхшăн, вăй-хăватшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Эсир – пирĕн вăхăтри чăн-чăн паттăрсем» – терĕ вăл уява пухăннисене саламласа. Уявра нумай çул килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысларĕç. Изумруд мăшăрсем çаксем пулчĕç – Раисăпа Павел Яковлевсем (Уйкас Янасал территори пайĕ), Галинăпа Николай Смирновсем (Хорнуй территори пайĕ), Галинăпа Борис Андреевсем (Турай территори пайĕ). Турай тăрăхĕнчи Фаинăпа Алексей Максимовсем – ылтăн юбилярсем. ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Иванова çак чыслă çемьесене саламларĕ. Мăшăрсем ятарлă кĕнеке çине алă пусса çирĕплетрĕç, йăлана кĕнĕ тăрăх пĕр-пĕрне ăшшăн çупăрласа саламларĕç. Вĕсем – юратупа ăслăлăхăн ырă тĕслĕхĕ. Тухса калаçакансем татах пулчĕç: Нина Замятина салтак амăшĕ, Нина Петрова тата Елена Максимова ветерансем. Педагогсем те тухса калаçрĕç. Борис Андреев вара арçынсем ячĕпе саламларĕ. Аннесене халалланă пĕчĕк концерт программи питех кăмăллă пулчĕ. Василий Якоб, Натальйăпа Петр Борзаевсем уява пухăннисене юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6