Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн XXXIX конференцийӗ иртнӗ. Делегатсем 2022 ҫулхи февраль уйӑхӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи ноябрь уйӑхӗччен тунӑ ӗҫе пӗтӗмлетнӗ, уйрӑмӑн ертсе пыракан органӗсене тата партин XXIV съездне кайма делегатсем суйланӑ.
Регион уйрӑмӗн секретарьне Сергей Артамонова пӗр саслӑн ҫӗнӗрен суйланӑ. Уҫӑ сасӑлавпа партин 46 представительне Регионти политика канашне полномочисен ҫӗнӗ срокне суйланӑ. Унӑн йышӗн виҫҫӗмӗш пайӗ – пуҫламӑш уйрӑмсен секретарӗсем. Вӑрттӑн сасӑласа политсовет Президиумне тата Регионти тӗрӗслев комиссине суйланӑ. Съезда делегат пулса кайма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш уйрӑмӗнчен Республика Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене Роман Алексеева, Николай Малова, Николай Николаева тата Юрий Попова, ҫавӑн пекех Алексей Ладыков вице-премьера суйланӑ. Съезд ӗҫне Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева хутшӑнӗ. Парти Уставӗпе ҫавӑн пекех Николай Владимиров сенатор, Патшалӑх Думин депутачӗ Вячеслав Макаров, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» Ҫамрӑк Гварди председателӗн ҫумӗ Андрей Шакулов делегатсем шутланаҫҫӗ. Съезд ӗҫне Сергей Артамонов тата регионти ӗҫтӑвком ертӳҫи Александр Осипов хутшӑнӗҫ. XXIV съезд декабрь уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Мускавра иртӗ. Повесткӑра программа манифестне йышӑнасси тата партин ертсе пыракан органӗсене ҫӗнетесси.
Ноябрь 2026 |
