Юлашки ҫулта республикӑра хӗрарӑмпредпринимательсен шучӗ тӳрех 14 процент ӳснӗ. 2026 ҫулхи ноябрь уйӑхӗ тӗлне пирӗн регионта 16804 хӗрарӑм предпринимателе регистрациленӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев:
– Тӳррипе каласан, хӗрарӑмсен хастарлӑхӗнчен чун-чӗререн тӗлӗнетӗп. Хӗрарӑмсем пурне те ӗлкӗреҫҫӗ: ҫемье предприятийӗсем уҫаҫҫӗ, производствӑсем хута яраҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ, хӑйне евӗрлӗ майсем тупаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах таврари ҫынсене те шанӑҫпа хавхалантараҫҫӗ. Пирӗн задача кунта ансат та ӑнланмалла – чӑрмантармалла мар, шанчӑклӑ пулӑшакан пулмалла. Кашни хӑюллӑ шухӑш ӑнӑҫлӑ проекта ҫаврӑнтӑр.
«Манӑн бизнес» центрпа «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗ урлӑ эпир чӑн-чӑн инструментсем паратпӑр: консультаци, вӗренӳ, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу. Уйрӑм мӑнаҫлӑх – пирӗн «Анне-предприниматель» программа. Хӗрарӑмсем унта мӗнле ҫунса тӑракан куҫсемпе хӑюллӑ шухӑшсемпе килнине, кайран хӑйсен ӗҫне мӗнле шанчӑклӑн пуҫарса янине куратӑп. Хаклӑ предпринимательсем, эсир – тӗлӗнмелле маттур! Чӑваш Енре сирӗн бизнес ӳссе, аталанса пытӑр, савӑнӑҫ кӳтӗр тесе малашне те пур услови те туса парӑпӑр.
Ноябрь 2026 |
