Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ытларах тăрăшĕç

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 09:14 Просмотров: 4

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви граждан обществине аталантарассин проекчĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Конкурса пуçарулăх проекчĕсен 87 заявкине тăратнă, 54-шĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çак проектсене пурнăçлама пĕтĕмпе 46,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Вăл шутра çурри – республика бюджетĕнчен, ытти – Президент гранчĕсен фондĕнчен.

Çĕнтерÿçĕ проект йышĕнче «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕ» обществăлла организацийĕн «Тĕрев точки» проекчĕ те пур. Çак проект ертÿçи – «Сывлăх» спорт шкулĕнче ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вĕрентекен Вячеслав Угасин тренер-преподаватель. Асăннă обществăлла организацие вăл 2022 çулта уçнă. «Ку проекта пирĕн команда йывăр шăпаллă ачасене халалларĕ. Вăл шутра – сывлăх енчен кăлтăклă ачасем тата шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан ачасем. Хамăр проекта пурнăçланă май кăткăсрах ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешессине явăçтарас терĕмĕр. Пирĕн ачасене спортăн çак тĕсĕпе туслаштармалла, ку енĕпе мĕнле майсем пуррине ăнлантармалла. Çак ĕçсем валли пире пĕр миллион тенкĕне яхăн укçа пачĕç. Ку проектпа пĕччен ĕçлесе пĕтерейместĕн, çавăнпа та команда кирлĕ. Туслă команда пирĕн пур», – терĕ тренер. Преподаватель проектпа малалла паллаштарчĕ.

Грант укçипе ăмăртусем ирттерме ноутбук, балсем кăтартмалли телевизор тата хăш-пĕр япала туянма, ытти ĕç тума палăртнă. Çулталăк хушшинче виçĕ ăмăрту ирттермелле. Декабрьте Çĕнĕ çул ячĕпе ăмăрту пулмалла. Апрельте ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă турнир йĕркелемелле. Çак проектпа сакăр уйăх ĕçлемелле. Проект шайĕнче ачасемпе экскурсисене те тухса çÿремелле. Муркаш округĕнчи хитре тата паллă вырăнсене çитсе курмалла. Тепĕр икĕ экскурсипе вара хамăр республика тулашне çитсе килесшĕн, пĕри – Свияжскри «Остров-град» музей-заповедник. Çак ĕçсем проекта хутшăнтарнă ачасен асĕнче юлмалла, вĕсен тавракурăмне сармалла, сывлăхне çирĕплетме пулăшмалла. «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕ» обществăлла организаци грант пĕрремĕш çул кăна мар тивĕçнĕ. Иртнĕ çулхине «Спорт пĕтĕм ачасем валли» проект пулнă. Грант калăпăшĕ – пĕр миллион тенкĕ майлă. «Проект авторĕ хам пултăм, хам шухăш-ĕмĕте ĕçе çавăрас терĕм. Çак грант шайĕнче эпир виçĕ эрне сбор ирттертĕмĕр. Канашран 20 ача килчĕ унта. Виçĕ эрне хушши тренировкăсем турăмăр. Кунне виçĕ-тăватă хутчен апат çитертĕмĕр. Çак сбор ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Иртнĕ çулхи проектпа отчет парса пĕтертĕмĕр, ĕç туллинех татăлчĕ», – терĕ вăл. Иртнĕ çулхи проекта пĕтĕмпе алă – утмăл ачана явăçтарнă. Пĕрремĕш проекта ирттересси çăмăлах пулман. Кăçал вара вĕсен ку енĕпе ăсталăх пур. Вячеслав Угасинăн ачасене спорт енĕпе вĕрентес, воспитани парас ĕçри педагогика стажĕ вун пилĕк çул. Мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă пулнăран çак ĕçе суйланă вăл, кĕрешессине уйрăмах кăмăлланă. Пĕрремĕш аслă пĕлÿ ял хуçалăх енĕпе пулнă, иккĕмĕшĕ – ачасене спорта юратма вĕрентесси. Çак тапхăрта тренер-преподаватель сахал мар спортсмена çитĕнÿ çулĕ çине кăларнă. Чи пысăк кăтартупа ăна Арина Скворцова савăнтарнă. Арина тăватă çул çак енĕпе тĕллевлĕ хатĕрленет. Икĕ çул Вячеслав Угасин патĕнче вĕреннĕ. Çитĕнÿсем пысăк пулнăран халĕ вăл çÿллĕрех шайра ăсталăх пухать. «Нумаях пулмасть вăл Томскра пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăнчĕ. Унта вун тăватă çулхи хĕр ача пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çак тăрăшуллă, талантлă хĕр ачана эпĕ ура çине тăратрăм тесе шухăшлатăп. Камилла Охотникова вара çав ăмăртура пиллĕккĕмĕш вырăнта пулчĕ. Хамăн вĕренекенсемшĕн савăнатăп», – терĕ вăл.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6