Унăн ячĕ манăçмĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.09.2026, 11:06 Просмотров: 7

Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шăвать. Çул хыççăн çул хушăнса пынă май ку татах вăйлăрах сисĕнме пуçлать иккен. Акă Муркаш муниципалитет округĕн Хисеплĕ гражданинĕ, обществăлла ĕçри пултаруллă ертÿçĕ Валерий Иванович Вязов пирĕнтен уйрăлнăранпа пĕр çул та çитрĕ. Пирĕншĕн, округри ветерансен организацийĕсемшĕн, çакă пысăк çухату. Хыçа юлнă çул пирĕншĕн йывăр пулчĕ. Шел, питĕ вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пирĕнтен вăл.

Валерий Вязов 2012 çултанпа АПК ветеранĕсен районти канашне ертсе пычĕ, ветерансен виçĕ организацине пĕр йыша пĕрлештерчĕ. Ветерансемпе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ чухне те, çивĕч ыйтусене татса панă çĕрте те унăн ырă канашĕ çитмест пире, çавăн пекех çирĕп сăмахĕ те. Вăл хăйĕнчен те, пĕрле ĕçлекенсенчен те çирĕп ыйтатчĕ пулин те, çынсем яланах ун патне туртăнатчĕç. Валерий Иванович вара кашни çын валлиех тимлĕх çитеретчĕ. Вăл кирек епле ĕçе те тĕрĕс йĕркелеме пултаратчĕ, унăн сăмахĕ вырăнлăччĕ, хăйĕн хыççăн илсе кайма пĕлетчĕ. Унăн ĕçри, пурнăçри пуян опычĕ, çивĕчлĕхĕ, тирпейлĕхĕ округри ветерансен организацийĕсене пĕр йыша пухăнса ĕçлесе пыма пулăшатчĕ. Вăл вĕрентсе каланă сăмахсем пире татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантаратчĕç. Асрах-ха Валерий Иванович пире тĕрлĕ мероприятие пухни, çул çÿревсене илсе тухни, ытти тăрăхри ветерансемпе тĕл пулусене хутшăнтарни. Мероприятисенче вара унпа кичем марччĕ, вăл каланă информаци-хушу кашнин патне çитмелле илтĕнетчĕ, шÿтлеме те пĕлетчĕ, тăван районшăн пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илетчĕ. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тени шăпах та пирĕн аслă юлташ пиркиех. Валерий Иванович тĕрлĕ сферăра тăрăшса, вăл шутра обществăлла ĕçсенче тимлесе пысăк ăсталăх пухнăран тата анлă тавракурăмлă пулнăран çамрăксен наставникĕччĕ. Вăл ырă тĕслĕхри çынччĕ, яланах тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ, ыттисенчен те çавна ыйтатчĕ. Калас сăмаха тĕрĕс кала, ĕçлес ĕçе тĕрĕс ту, тетчĕ вăл яланах. Валерий Иванович ятне асăнсан район аталанса ура çине тăнă çулсем куç умне тухаççĕ. Ку пысăклатса калани мар, çакна чылай ĕç çирĕплетет. Çамрăк специалист вырăнти «Оринино» хуçалăха аталану çулĕ çине тăратрĕ. Çав çулсенче ял хуçалăх продукцине илесси ÿсрĕ, çĕнĕ объектсем хута кайрĕç, ырă улшăну татах та пулчĕ. Тăрăшулăхне кура çамрăк ертÿçĕне района ертсе пыма шанчĕç. Вăл районти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ пулса тăчĕ. Района ертсе пынă çулсенче муркашсене республика шайĕнче тăтăшах ырăпа асăнчĕç. Кĕске хушăра ялсене газификацилес ĕç хăвăртланчĕ. Шкулсене авариллĕ лару-тăруран кăларчĕç. Вĕренÿпе культура центрĕсем уçăлчĕç. Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте нумай хваттерлĕ çуртсем тăвассипе, спорт тата сывлăх сыхлавне аталантарассипе ĕçсем вăйланчĕç. Ярапайкакссинче тата Нискассинче врач амбулаторийĕсем уçăлчĕç. Çак ĕçсем йăлтах çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе çыхăннă. Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе, строительство организацийĕсемпе тата ытти предприяти-организаципе ĕçлĕ килĕшÿ йĕркеленчĕ. Пирĕн район ĕçĕпе тĕрлĕ регионтан паллашма килчĕç. Раççей шайĕнчи министрсем ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн района килни муркашсем чăннипех те пĕлсе ĕçлеме пултарнине çирĕплетет. Ахальтен мар ĕнтĕ муркашсем республикăри экономика ăмăртăвĕнче ялан призерсен йышĕнче пулчĕç. Валерий Иванович район пуçлăхĕнче икĕ тапхăр ĕçлерĕ. Ытти ĕçре тăрăшсан та пуçарулăхпа пултарулăха алăран ямарĕ вăл. Каярах та тĕрлĕ ĕç шанчĕç ăна. Çирĕм çул ытла «Росгосстрахăн» Муркашри уйрăмне ертсе пычĕ. Çак сферăра та муркашсен ятне çÿле çĕклерĕ вăл. Çавăн пек хастар çын пирĕнпе мар халĕ. Унăн ырă канашĕпе çутă сăнарĕ яланах асра пулĕ.

Округри ветерансен обществăлла организацийĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4