Пуçарулăх проектне ытларах хатĕрленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.09.2026, 11:01 Просмотров: 9

Муркаш территори пайĕ çитес çулта та «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнма палăртать. Пуçарулăх проектне ытларах хатĕрленĕ. Пирĕн территори пĕтĕмпе çитес çул çичĕ проект пурнăçлама палăртать.

Вĕсем çаксем. Шаптк ялĕнче Центральная, Заречная урамсенче шыв башнипе шыв пăрăхĕсене улăштармалла. Иккĕмĕш проект та шыв пăрăхне юсассипе çыхăннă. Çак ĕç Шаптак ялĕнчи Новая Центральная, Молодежная, Прудовая, Новая урамсенче пулмалла. Малиновка ялĕнчи çула юсамалла. Малиновка ялĕ çăви патне памалли вырăна хăт кĕртмелле. Муркашри Парковая урамри нумай хваттерлĕ 2, 4, 6 çуртсен картиш территорине хăтлăх кĕртмелле. Муркашри Южная урамри çăвана хăтлăх кĕртмелле. Çĕньял Муркаш çăвине хăт кĕртмелле. Эксперт комиссийĕ ырланă проектсене «Чувашия онлайн» платформăна кăларма хатĕрленетпĕр. Проектсем мĕн чухлĕ сасă ытларах пухаççĕ, вĕсене пурнăçлас шанăç çавăн чухлĕ ытларах. Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ. Шăпах та сирĕн сасă ялсенчи çул-йĕр, шыв пăрăхĕсен, хăтлăх кĕртессин ыйтăвĕсен шăпине татса парать. Çавăнпа та çынсене активлăрах пулма ыйтас килет.

Алексей КИРИЛЛОВ , Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4