Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Муркаш округĕнче партăсем хушшине 2668 вĕренекен ларчĕ, çав шутра 194 ача – пĕрремĕш хут.
Çак кун округри кашни шкулта Пĕлÿ кунĕ ячĕпе савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Çатракасси шкулĕнче вĕренекенсемшĕн, педагогсемшĕн тата ачасен ашшĕ-амăшĕшĕн икĕ хутлă уяв пулчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне кунта шкул çуртне тĕпрен юсанă хыççăн пуçларĕç. Çĕнелнĕ шкул паянхи стандартсене тивĕçтерет, çутă та аслă классем, пĕтĕм инфраструктурăна улăштарнă. «Шкулсенчи вĕренÿ тытăмне модернизацилесси» федераллă программăпа юсанă шкул 103 вĕренекене йышăнчĕ. Уяв ячĕпе пурне те Муркаш округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов саламларĕ.
– Сирĕн шкул илемлĕ курăнать, вăл тĕпрен çĕнелнĕ. Ку – çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли паха парне. Кун пек условисенче вĕренме те интереслĕ, çавна май ачасен çитĕнĕвĕсем палăрăмлă пуласса шанатăп. Сире нумай çитĕнÿ, хавхалану сунатăп, – терĕ Александр Иванов.
Уяв ячĕпе республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕн çумĕ Александр Кирьянов, округ ертÿçин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, культура тата архив ĕçĕн пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, район прокурорĕ Эдуард Сокрашкин, Çатракасси территори пайĕн ертÿçи Надежда Никитина саламларĕç. Округри чи пысăк шкулта – Муркаш шкулĕнче çак кун партăсем хушшине 955 ача ларчĕ, вăл шутра Кашмашри филиалта – 114 вĕренекен. Вĕсенчи 77 ачашăн шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрарĕ. Муркаш округĕн ертÿçи Александр Иванов ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, лайăх вĕренекенсене округ ертÿçин стипендине парса хавхалантарчĕ. Шкул директорĕ Николай Смирнов пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçу сунчĕ, Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов активлă учительсене ГТОн ылтăн паллине пачĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хастар учительсемпе тăрăшуллă вĕренекенсене Тав хучĕпе чысларĕ. Нумай ачаллă çемье «Тус» фирмăран ачасене шкула хатĕрлеме сертификата тивĕçрĕ. Пĕлÿ кунне шкулсенче ачасемпе учительсем хатĕрленĕ пултарулăх номерĕсем илем кÿчĕç, уява килнисен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Унтан пĕлÿ тĕнчине йыхравласа пĕрремĕш шăнкăравсем янăрарĕç.
Сентябрь 2026 |
