
Паян 8 сехетре Муркаш районĕнче 51 суйлав участокĕ уçăлчĕ.
Ентешсенчен пысăк пайĕ маларах сасăланă пулсан, паллах, паян - Раççей Конституцине улшăнусем кĕртме сасăламалли Пĕтĕм Раççейри кун та - сасăлакансем пур.
Çапла пĕлтерчĕ Муркаш территори суйлав комиссийĕн ертÿçи Лилия Тарасова:
- Паян 10 сехете 18332 çын сасăларĕ.
Ку сасăлавçăсен списокне кĕртнĕ çынсен 80,66 проценчĕ пулать.
Ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх çынсем активлă сасăлаççĕ.
Мăн Шашкар участокĕнче çынсен 95,52 проценчĕ, Сыпайкасси участокĕнче çынсен 93,63 проценчĕ сасăланă.
Шурча, Пăсăрман, Мулкачкасси, Ярапай участокĕсенче те кăтартусем 90 процентран иртнĕ.
Сасăлав иртнине сăнавçăсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Пĕтĕмпе 306 çын.
Участоксенче коронавирусран асăрханмалли мерăсене те çирĕп пăхăнаççĕ.
Ĕлкĕрейменнисене участока çитсе сасăлама чĕнетпĕр.
Сентябрь 2026 |
