
Паян 8 сехетре Муркаш районĕнче 51 суйлав участокĕ сасăлакансене йышăнма тытăнчĕ.
Аса илтеретпĕр, паян – Раççей Конституцине улшăнусем кĕртме сасăламалли Пĕтĕм Раççейри кун.
Муркашсем, ыттисем пекех, Раççей Конституцине улшăнусем кĕртессишĕн июнĕн 25-мĕшĕнчен сасăлама тытăнчĕç.
Районти сасăлакансен списокĕнче 22605 çын шутланать. Ултă кун хушшинче вĕсенчен17964 çын сасăлама ĕлкĕрнĕ те.
Сире те, ĕлкĕреймен пулсан, суйлав участокĕсене çитсе сасăлама чĕнсе калатпăр. Участоксем 20 сехетчен ĕçлеççĕ.
Сентябрь 2026 |
