Раççей Тĕп саккунне – Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусемшĕн сасăлав июлĕн 1-мĕшĕнче иртет. РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн указĕпе çак куна официаллă çирĕплетрĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчи юнкун канмалли кун пулать. Кунпа пĕрлех президент çынсен сывлăхĕ, пурнăçĕ епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, çавна май пĕрлехи мероприятие пур санитари, асăрхаттару мелĕсене тĕпе хурса ирттерме чĕнсе каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе – Муркаш территори суйлав комиссийĕн председателĕпе Лилия ТАРАСОВĂПА тĕл пулнă май, июлĕн 1-мĕшĕнче сасăлав мĕнле йĕркепе иртесси пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм:
– Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусем тĕлĕшпе сасăлав унчченхи суйлавсен йĕркипех иртмелле. Çапах та хăш-пĕр уйрăмлăхсене те шута илме тивет. Çакна чи малтанах кăçал сасăлава мĕнле лару-тăрура ирттерме тивнипе çыхăнтарнă пулăттăм. Хальхи вăхăтра коронавирус инфекцийĕ сарăлассин хăрушлăхĕ иртсе пĕтмен. Çавăнпа та чи малтанах асăрхану, сыхлану, санитарипе гигиена нормисене пăхăнасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Районĕпе сасăлав ирттерме 51 участок йĕркеленĕ. Участоксен комисси членĕсене пурне те комплектланă. Сасăлав участокĕсем хăй вăхăтĕнче сасăлава хутшăнакансене йышăнма пурте хатĕр пулаççĕ.
Сасăлав июлĕн 1-мĕшĕнче 8 сехетре пуçланать. Çавăн чухне участоксем хăйсен алăкĕсене уçаççĕ, сасăлакансене йышăнма тытăнаççĕ. Сасăлав каçхи 8 сехетчен пырать.
Ку вăл сасăлав кунĕнче – июлĕн 1-мĕшĕнче çапла пулать. Апла пулин те сасăлав участокĕсем пĕр эрне маларахах – июнĕн 25-мĕшĕнчех ĕçе кÿлĕнеççĕ, çынсене йышăнма тытăнаççĕ. Çапла вара çынсене пĕр эрне маларах сасăлама май туса панă. Çакă та вăл пĕрлехи сасăлав кунĕнче çынсем участокра ытлашши нумай пухăнса ан кайччăр тесе тунă мера пулса тăрать.
Çынсем патне килĕсене пырса сасăлаттарассин майĕ сыхланса юлать. Ватăсене, инвалидсене сасăлава пырса çÿреме йывăртарах. Çавăнпа та кун пеккисем патне сасăлав ирттерекенсем хăйсем çитме пул-тараççĕ. Кун пирки комиссие шăнкăравласа та, ытти çынсем урлă та пĕлтерме пу¬лать.
Тепĕр çĕнĕлĕх – сасăлав кунĕччен маларах вырăна тухса сасăлав ирттересси. Ку мелпе июнĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 30-мĕшĕччен усă курма май пур. Калăпăр, енчен те пĕр-пĕр ялта сасăламалли пÿлĕм çук тата çынсене сасăлама пырса çÿреме транспортпа тивĕçтерме те йывăр пулсан, кун пек çынсен ушкăнĕ валли уйрăм сасăлав йĕркелеме пултараççĕ. Çапла вара вĕсене хăйсем пурăнакан вырăнтах сасăлама май туса параççĕ.
Палăртрăм ĕнтĕ, сыхлăх пирки манма юрамасть. Сасăлав кунĕнче унăн нормисене çирĕп пăхăнмалла пулать. Сасăлама кабинăсене пĕршерĕн кĕртеççĕ. Участока пыракансенне ÿт-пÿ температурине виçеççĕ. Кашни çынна хăйне уйрăм маска, перчетке, авторучка параççĕ. Пĕр сасăлаканпа тепĕр сасăлакан хушши 1,5 метртан кая пулмалла мар. Дистанцие пурин те пăхăнма тивет. Паспорт пурин те çумра пулмалла. Унти даннăйсене сасăлава хутшăнаканăн хăйĕн уçса кăтартмалла пулать.
Сасăлав участокĕсене пурне те дезинфекци хатĕрĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Участоксен пÿлĕмĕсене, сĕтел-пукана, кабинăсене вăхăтран вăхăта дезинфекци туса тăрĕç. Алăсене çуса дезинфекци тума уйрăм пÿлĕм уйăраççĕ.
Сасăлава хутшăнакана пĕр бюллетень параççĕ. Кашнийĕнех Раççей Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусемшĕн е вĕсене хирĕç сасăлама май пулать.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта сасăлава хутшăнма тивĕçлисем пĕтĕмпе 22 пин те 605 çын. Вĕсенчен ытларахăшĕ сасăлава активлă хутшăнасса, хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласса шанас килет. Мĕншĕн тесен çĕршывăн Тĕп саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Сасăлав кунĕнче участока пыма май пулманнисене вара маларах сасăлама чĕнсе каланă пулăттăм.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.
Сентябрь 2026 |
