Коронавируса асăрхаттарассипе ĕçлекен республикăри оперативлă штаб ларăвĕнче Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская çитес Çимĕкре çăва çине каяссинчен чару пурри пирки асăрхаттарнă. Çакăн пирки çынсене маларах пĕлтермеллине палăртнă. Вăл çăвасем çинче харпăр хăйĕн гигиенине пăхăнмалли майсем çуккине, çынсем унта илсе пыракан апат-çимĕçпе пĕр-пĕрне сăйланине каланă. Çавна май коронавирус тăруккăн сарăлма пултарас хăрушлăх пысăккине палăртнă. Республикăра вара, ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, 944 çăва.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Надежда Луговскаян сăмахĕпе килĕшнĕ. Чару пирки çынсене смс-хыпарпа пĕлтерес ĕçе йĕркелеме каланă.
Кунсăр пуçне çитес канмалли кунсенче çынсен чиркÿсене каяссинчен те тытăнса тăмалла. Асăрхануллă пулмалла тата йышăннă мерăсене пăхăнмалла.
Аса илтеретпĕр, апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм хушу пуличчен Олег Николаевăн 92 номерлĕ «О комплексе ограничительных и иных мероприятий по противодействию распространению новой коронавирусной инфекции (COVID-19) на территории Чувашской Республики» указĕпе килĕшÿллĕн, религи йăли-йĕркине массăллăн ирттерме тата çăва çине ирĕклĕн çÿреме чарнă. Çынна пытарма та çывăх тăванĕсене кăна кайма сĕннĕ.
Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте пĕлтернĕ тăрăх, коронавирус инфекцийĕ сарăлма тытăнсанах районти чиркÿ настоятелĕсем унта çÿрекен çынсене асăрхаттарса каланă. Чир-чĕр паллисем пуррисен, кĕлетке температури хăпарнисен, аслă çулти (риск ушкăнĕ – 65 çултан аслăраххисем) çынсен чиркĕве тухмалла маррине пĕлтернĕ.
«Çăва çине кайма чарнă чухне вилнĕ çынсемшĕн килте кĕлтумалла, Турра килте кĕлтумалла. Çăва çине вара каярах май килнипе кайса килме пулать. Çыннăн вилтăпри çине ăна пăхса тирпейлесе тăма çуталăкра пĕр кун кăна мар, ытти кун та кайма пулать», – палăртрĕ Сергий атте.
Н. НИКОЛАЕВА
Сентябрь 2026 |
