Улшăнусем пĕлтерĕшлĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 28.05.2020, 10:30 Просмотров: 720

Конституцие  кĕртме  палăртакан  пысăк  пĕлтерĕшлĕ  самантсем  пирки  хăйĕн  шухăшне    А.  Николаев  ячĕпе  хисепленекен районти  ача-пăча  библиотекин  ертÿçи,  районти  Общество канашĕн  секретарĕ,    культура  ĕçченĕсен  районти  профсоюзĕн ертÿçи  Елена НАЛИМОВА пĕлтерет:

–  Раççей  Федерацийĕн  Конституцине  кĕртме  сĕнекен  улшăнусенче    пысăк  пĕлтерĕшлĕ  самантсене  палăртнă.  Патшалăхăн  Тĕп  саккунĕнче  нумай  нациллĕ  культура  сферине    тимлĕх  уйăрассине  те  аякка  хăварман.  Эпĕ  шутланă  тăрăх,  çавăн  пек  улшăну  çак  сферăна  çĕнĕ  варкăш  кĕртме  май  парĕ,  аслă  ăрусем пухнă  пысăк  пуянлăх  тата  йĕркеленĕ  ĕç-хĕл  тĕлĕшпе  патшалăх шайĕнче  тĕрĕс  утăм  тума  пулăшĕ.  Ăрусем  хушшинчи  хутшăну пысăк  пĕлтерĕшлĕ,  культура  пире  çын  шайĕнче  пулма  тата  малашлăха шанчăклăн пăхма май парать. Актуаллё Чĕлхе  те  наци  культури  шутне  кĕрет,  ăна  та  упраса  хăварма  условисем  туса  парассине  тĕп  саккунра  палăртса  хăварнă.  Вырăс чĕлхи  тĕп  чĕлхе  пулин  те,  тăван  чĕлхене  аталантарма  тата  тĕпчеме те условисем ытларах пулĕç. Çавăн  пекех  Тĕп  саккуна  кĕртме  палăртнă  тÿрлетÿсенче  традициллĕ  пахалăха  –  çемье,  ашшĕпе  амăшлăх,  ачалăх  хÿтлĕхне;  мăшăрлану  институчĕн    хÿтлĕхне;  ачана  çемьере  ÿссе  аталанма условисем  йĕркелессине,  çавăн  пекех  çул  çитнĕ  ачасем  ашшĕамăшĕшĕн тăрăшассине  çирĕплетнĕ.    Ача-пăча  Раççей  патшалăх политикин тĕп приоритечĕ пулнине палăртнă. Çавăн  пекех  РФ  Конституцине    çынсемшĕн  пысăк  пĕлтерĕшлĕ ытти  улшăнăва та кĕртĕç.

 
 Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4