Çынна çеç мар, тискер чĕр чуна та сыхламалла
Раççей Конституцине кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсене малалла сÿтсе яватпăр. Хăйĕн шухăшĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ Николай Яковлев паллаштарать:
- Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунне - Конституцие - кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсен йышĕнче тискер чĕр чунсемпе выльăх-чĕрлĕхе сыхлассине уйрăм статьяра палăртнă. Çапла тунине çут çанталăка сыхлакансемпе экспертсем тăван тавралăх аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ утăм тесе хаклаççĕ. Вăл тăван тавралăх аталанăвĕпе, ырă кăмăллă ăру ÿстерессипе, пирĕн обществăн малашлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăнхи 114-мĕш статьяра çапла вуламалли пулĕ: «Раççей Федерацийĕн Правительстви чĕр чунсем тĕлĕшпе тимлĕ пулассине аталантарать. Çакă питех те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен тискер чĕр чунсемпе выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшпе перекетлĕ те ырă кăмăллă пулни пирĕн обществăн çирĕплĕхĕпе çыхăннă. Чĕр чунсем тĕлĕшпе тимлĕ пулассине ачаран хăнăхтармалла».
Пурнăçра кушак çурине кÿрентерекен ача ÿсерехпе çын çине алă çĕклеме хăраманни те куç тĕлне пулать. Апла пулсан ăна ачалăхрах пĕтерме тăрăшмалла. Конституцири тÿрлетÿ шăпах çакна тума пулăшать те: çынна çеç мар, чĕр чуна та пирĕн вăхăтра сыхламалла. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ тăван тавралăха упрасси, унăн илемĕпе пуянлăхĕшĕн тăрăшасси, хамăр çĕршыва çутă малашлăха уттарасси. Ăна эпĕ çĕршывăн воспитани функцийĕ тесе шутлатăп.
Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунне тискер чĕр чунсемпе выльăх-чĕрлĕхе сыхлассипе кĕртекен тÿрлетÿ, ман шутпа, пирĕн çĕршывра цивилизациллĕ общество йĕркелессипе çыхăннă. Ку вăл паян питех те вырăнлă тата актуаллă, мĕншĕн тесен эпир халĕ çынсем хушшинче чĕр чунсене шеллеменнине, вĕсене ним шутламасăр кÿрентернине куратпăр. Çакă çамрăк ăру çине хăйне евĕр витĕм кÿрет. Çавăнпа та чĕр чунсене хÿтĕлессине Тĕп саккун шайĕнче палăртни пурсăмăра та ыранхи куна шанчăклăрах пăхма май парать. Ку таранччен РФ Конституцийĕнче «чĕр чунсем» термин пулман, анчах Раççей территорийĕнче вĕсем йышлă. Çак тĕрĕс марлăх ку таранччен ялти выльăх-чĕрлĕхе тата тискер чĕр чуна тивĕçлĕ хÿтĕлеме май паман.
Чĕр чунсемпе çынсем - пĕр çыхăра. Çавăнпа та пĕрне сыхлани теприне те аталанма пулăшĕ. Вăхăт нумаях та иртмĕ, чĕр чунсене сыхласси пĕрлехи ĕç пулса тăрĕ.
Сентябрь 2026 |
