Майăн 11-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки ирттернĕ канашлура çĕршыв гражданĕсемпе экономикине пулăшмалли çĕнĕ мерăсем пирки те пĕлтерчĕ.
Лару-тăру пирки
Владимир Путин мартăн 30-мĕшĕнчен пуçланнă ĕçлемелле мар кунсен тапхăрĕ çĕршывшăн тата экономикăн пур отраслĕшĕн те майăн 12-мĕшĕнче вĕçленнине палăртрĕ. Çапах та кунпа коронавируса хирĕç кĕрешесси вĕçленмест, мĕншĕн тесен хăрушлăх юлать. Çавăнпа та президент эпидемин çĕнĕ хумĕ ан пултăр тесе пĕтĕмĕшле палăртнă санитари требованийĕсене те, регионсенче профилактикăн хушма мерисене те сыхласа хăвармаллине палăртрĕ.
Паллах, çĕршывра хальлĕхе массăллă мероприятисене ирттерме юрамасть. Пурин те санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă организацисене, предприятисене, лавккасене, услугăсен тата транспорт сферисене пырса тивет.
65 çултан иртнĕ ватăсен тата вăраха кайнă чирсемпе аптăракансен хăрушсăрлăх режимне пăхăнмалла.
В. Путин социаллă учрежденисенче вăй хуракансене те йывăр килнине палăртрĕ. Çавăнпа та вĕсенче ĕçлекенсем валли апрелĕн 15-мĕшĕ – июлĕн 15-мĕшĕ тапхăршăн федерацин хушма тÿлевне çирĕплетнине каларĕ.
Регионсенчи лару-тăру тĕрлĕрен пулнине шута илсе, президент унччен те регионсене хăйсене йышăнусем тума полномочи панине палăртнине тепĕр хут каласа хăварчĕ. Çапла вара регионсен пуçлăхĕсем вырăнсенчи лару-тăрăва тишкерсе тата тĕп санитари врачĕсен шухăшне шута хурса чикĕлев тата профилактика мерисем пирки калакан йышăнусене тăвĕç. Вĕсене пĕр-пĕрин хыççăн мĕнле йĕркепе çемçетсе пымаллине е сыхласа хăвармаллине, лару-тăру ыйтать пулсан вара хушма чикĕлевсем йышăнмалли пирки те регионсен пуçлăхĕсем хăйсем йышăну тума тивĕç.
Малтанхи пекех патшалăх тата муниципалитет влаç органĕсем, чарăнмалла мар циклпа ĕçлекен организацисем, медицина учрежденийĕсем, аптекăсем, финанс структурисем, апат-çимĕç продукчĕсемпе тата чи кирлĕ таварпа сутă тăвакансем хăйсен ĕçне тăсаççĕ.
Кунсăр пуçне майăн 12-мĕшĕнчен пуçласа, май килнипе, экономикăн тĕп отраслĕсен предприятийĕсенче (ку вăл – строительство, промышленность, ял хуçалăхĕ, çыхăну, энергетика, çĕр айĕнчи усăллă япаласене кăларни) ĕçе чĕртсе тăратмалли условисем йĕркелемелле. Паллах, санитари нормисене пăхăнса.
Пулăшу мерисем хушăнаççĕ
Владимир Путин ку таранччен йышăннă пулăшу мерисене сыхласа хăвармалли, çав вăхăтрах вăл пулăшу мерисен çĕнĕ пакетне йышăнни пирки те пĕлтерчĕ. Президент пулăшу мерисене Правительствăпа сÿтсе явнине каларĕ.
Ку таранччен йышăннă пулăшу мерисен шутĕнче амăш капиталне илме правăллă çемьесем виçĕ çул тултарман ачашăн апрель – июнь уйăхĕсенче 5-шер пин тенкĕ илсе тăни. Кунсăр пуçне ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр юлнă çемьесенче çул çитмен кашни ачашăн виçĕ уйăх хушши 3-шер пин тенкĕ тÿлессине пăхса хунă. Çемьере пĕр çын пуçне тивекен тупăш пурăнмалли минимумран иртмест пулсан, çав çемьесенчи 3 – 7 çулсенчи ачасемшĕн пурăнмалли минимумăн çуррипе танлашакан тÿлеве çирĕплетнĕ. Ăна июньтенпе тÿлеме тытăнаççĕ.
Апла пулин те, хальхи лару-тăрура çакă çителĕксĕр пулнине палăртса, президент черетлĕ йышăну тунине пĕлтерчĕ. Çавна май вăл ача пăхнишĕн паракан пособин чи пĕчĕк виçине икĕ хут ÿстерме – хальхи вăхăтри 3375 тенкĕрен 6751 тенке çитерме сĕнчĕ.
Маларах палăртнă 3 çулчченхи ачашăн пособи парассине амăш капиталĕн правине тивĕçмен çемьесене те апрель – июнь уйăхĕсемшĕн 5-шер пин тенкĕ тÿлеме сĕнчĕ. Çапла вара Раççейри 3 çул тултарман ачаллă пур çемье те ăна илсе тăрĕ.
Тепĕр самант. Кăçалхи июньтен пуçласа çемьери 3 çултан аслăрах, анчах 16 çул тултарман кашни ачашăн пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕ тÿлевпе тивĕçтерĕç. Çак тÿлеве тивĕçме патшалăх услугисен порталĕнче е Пенси фончĕн сайтĕнче заявлени кăна çырмалла пулĕ.
Канашлура президент экономикăпа бизнеса пырса тивекен пулăшу мерисем çинче те тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
