Муркашсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунă ентешĕсене ялан асра тытаççĕ. Çак хаяр вăрçа пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 5491 çын каялла таврăнаймарĕ.
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ уявне ытти çулсенчи пек чаплăн та йышлăн уявлама май килмерĕ. Апла пулин те муркашсем Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илсе паллă турĕç.
Фронтра пуç хунисене асăнса лартнă палăксемпе стелăсене çĕнетрĕç. Урамсене уяв сăнĕ кĕртрĕç.
Паян районта 8 вăрçă участникĕпе 430 тыл ĕçченĕ пурăнать. Вĕсене «75 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.» юбилей медалĕсене чаплă лару-тăрура кăкăрĕсем çине çакса ячĕç.
Вăрçă участникĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев парнисене те тивĕçрĕç.Вĕсене фронтовиксене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата райадминистрацин ответлă ĕçченĕсем çитерчĕç.

65 çултан аслă 1 тата 2 группа инваличĕсене апат-çимĕç наборĕсемпе тивĕçтерчĕç. Вĕсене пĕтĕмпе 496 çын волонтерсен аллинчен илчĕ.
Муркашсем республикăра иртекен пур акцие те хутшăнчĕç. «Пĕрле мухтанатпăр», «Вилĕмсĕр полк» акцисенче вăрçăра пуç хунă тăванĕсем çинчен каласа пачĕç. «Çĕнтерÿшĕн тав!» акци – флешмоба хутшăнма вăхăт тупрĕç. «Мирлĕ чÿречесем», «Çĕнтерÿ хунарĕсем» акцисенчен те аякра тăмарĕç.

«Паттăрсен урамĕсем» акцире районти Совет Союзĕн Геройĕсем ячĕпе хисепленекен урамсенче информаци стенчĕсем вырнаçтарчĕç. Ватă салтаксене вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене парнелерĕç.

Майăн 9-мĕшĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Муркашри палăк умне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çитсе пуç тайрĕ.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн муркашсем те пысăк тÿпе хывнă. Фронтра та паттăррăн çапăçнă, тылра та ырми канми вăй хунă. Çав мухтавлă çулсене ентешсем ялан асра тытĕç.
Сентябрь 2026 |
