Чăваш чĕлхине упрамалла, аталантармалла

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.04.2020, 15:41 Просмотров: 1348

Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунне - Конституцие кĕртме сĕннĕ пĕлтерĕшлĕ тÿрлетÿсен йышĕнче вырăс чĕлхи çинчен калакан тÿрлетÿсем те пур. Анчах çак тÿрлетÿсене тĕрлĕрен ăнланакан сахал мар. Хăшĕсем тÿрлетÿ вырăс чĕлхин статусне çÿле çĕклесе Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăхăн чĕлхисен статусне чакарать тесе калаççĕ. Тÿрлтеÿсене тимлĕ вуласан ку ун пек маррине куратпăр.

Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн РФ Конституцин 68-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕнче çырнине çапла вуламалла пулать: Раççей Федерацийĕн пур территорийĕнче те патшалăх чĕлхи патшалăха йĕркелесе тăракан халăхăн чĕлхи шайĕнче вырăс чĕлхи пулса тăрать, вăл Раççей Федерацийĕнчи пĕр тан праваллă халăхсен нумай нациллĕ союзĕн тытăмне кĕрет.

Çак статьяпах республикăсем хăйсен патшалăх чĕлхине çирĕплетме ирĕклине палăртса çырнă. Çав чĕлхепе республикăн патшалăх влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, республикăн патшалăх учрежденийĕсенче Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхипе пĕр тан усă курнине каланă.

Тата тепĕр самант: Конституципе Раççей Федерацийĕ хăйĕн пур халăхне те тăван чĕлхине упрама, ăна вĕренме тата аталантарма условисем туса памалли правăна шантарать.

Тÿрлетÿсем Раççей Федерацийĕнче культура унăн нумай нациллĕ халăхĕн хăйне евĕрлĕ пуянлăхĕ пулнине те çирĕплетеççĕ. Культурăна патшалăх сыхлать тени те пур. Чĕлхепе культура вара, каламасăрах паллă, пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăннă.

Кунсăр пуçне, чĕлхе пирки каланă чух, тÿрлетÿсем кĕртме палăртнă 69-мĕш статьяна та асăнмасăр иртме çук. Унта Раççей Федерацийĕ сахал йышлă тĕп халăхсен /коренные народы/ прависене те тĕнче шайĕнче йышăннă право нормисемпе, принципĕсемпе тата Раççей Федерацийĕ тĕнче шайĕнче тунă ĕç хучĕсемпе килĕшÿллĕн шантарнине каланă. Çавăн пекех патшалăх Раççей Федерацийĕнчи пур халăхăн тата этнос пĕрлĕхĕсен культурин хăйнеевĕрлĕхне хÿтĕленине палăртнă. Патшалăх этнокультурăпа чĕлхе нумайевĕрлĕхне сыхлассине шантарнине те çырса хунă.

Вырăс чĕлхине патшалăха йĕркелесе тăракан халăхăн патшалăх чĕлхи тесе калани тĕрлĕ халăхăн чĕлхине пĕтернине, вĕсен статусне чакарнине пĕлтермест. Раççей Федерацийĕнчи тĕрлĕ халăха пĕр-пĕринпе хутшăнмалли чĕлхе пулнине палăртать. Ку, тĕрĕссипе каласан, халĕ те çаплах: Раççейри тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе вырăс чĕлхипе калаçса хутшăнать. Пĕр-пĕринпе хутшăнни вара çын хăйĕн чĕлхине манассипе е культурине пăрахăçа кăларассипе çыхăнман. Ытти халăхпа хутшăнса çын хăйĕн тавракурăмне, ăсне-тăнне пуянлатать, ытти халăхăн культурипе чĕлхин хăйнеевĕрлĕхне курса хăйĕн чĕлхипе культури паха пулнине, вăл чăн-чăн мул пулнине ăнланса илет çеç.

Тĕп саккун тĕрлĕ халăхăн чĕлхипе культурине аталантарассине шантарать. Çавăнпа та, ман шутпа, пирĕн тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи, упранса юласси тата аталанасси йăлтах пирĕнтен килет.

Республикăн хăйĕн патшалăх чĕлхине çирĕплетме право пулнине каланă. Çакă вара республикăра тĕрлĕ шайра хамăрăн тăван чĕлхепе, чăваш чĕлхипе, вырăс чĕлхипе пĕр тан усă курма май парать.

Чăваш Республикин Конституцийĕн 8-мĕш статйинче Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем - чăваш чĕлхи тата вырăс чĕлхи тесе çырнă. Республикăра чăваш чĕлхине аталантарма тата унпа куллен усă курма майсем çителĕклĕ. Апла пулсан пирĕн хамăрăн çак майсемпе ытларах усă курмалла. Килте ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕ ачапа тăван чĕлхепе калаçмаççĕ пулсан вара патшалăх енне пуç сĕлтни те килĕшÿсĕр.

Ĕмĕртен ĕмĕре пирĕн мăн асаттесем упраса пурăннă, вырăнтан вырăна куçсан та манăçа кăларман чăваш чĕлхине пирĕн пĕтерес марччĕ. Чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă Иван Яковлев хăйĕн халалĕнче каланă пек, «эпир вĕсен хушшинчен тухнă».

 

Н. Николаева, ЧНК Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4