Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн сĕнĕвĕсене шута илсе, РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе пĕтĕм халăх сасăлавне ирттерме йышăннă. Конституци вăл - çĕршывăн Тĕп саккунĕ. Федераци, регион шайĕнчи ытти саккунсем пĕтĕмпех ун çинче никĕсленсе, унпа çыхăнса тăраççĕ. Вĕсем пĕри те Коституци положенийĕсене хирĕçлеме пултараймаççĕ. Апла пулсан Тĕп саккуна кĕртекен улшăнусем çĕршывра пурăнакан кашни çыншăнах питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Конституцие кĕртме палăртакан пĕлтерĕшлĕ уйрăм самантсем пирки районти общество канашĕн председателĕ - «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Владислав АНАНЬЕВ хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Çĕр çынче мĕн пур ырлăх-пурлăха тăваканни вăл - ĕç çынни. Çавăнпа та мана чи малтанах ĕçлекен çынна пырса тивекен улшăнусем çывăхрах. Акă 75-мĕш статьян 5-мĕш пайĕнче çапла хушса çырса хума палăртнă: «Раççей Федерацийĕ граждансен ĕçне хисеплет тата вĕсен прависене хÿтĕлессине тивĕçтерет. Патшалăх ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ĕçлеме пултаракан çынсен Раççей Федерацийĕнчи пурăнма кирлĕ минимумĕнчен пĕчĕкрех пулма пултарайманнине гарантилет».
Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Пĕтĕмпех конкретлă, пĕтĕмпех тĕрĕс. 1990-мĕш çулсенче, хальхи Конституцие хатĕрленнĕ чухне, ĕç çыннине манăçа хăварнă та теме юрать. Пĕтĕмĕшле сăмахсем кăна: «Кашнийĕнех ĕçлеме право пур», «Ĕç ирĕклĕ пулмалла» т. ыт. те. Ĕç çынни чăннипех те хÿтлĕхре пулмалли, ăна саккун шайĕнче хÿтĕлесси пирки вара калани çук. Халĕ вара тÿрремĕн çырса хурĕç: «Раççей Федерацийĕ граждансен ĕçне хисеплет тата вĕсен прависене хÿтĕлессине тивĕçтерет».
Хальхи вăхăтра эпир мĕн куратпăр-ха? Пурнăç авăрĕнче йывăрлăхра нушаланаканни, çити-çитми пурнăçпа пурăнаканни шăпах ĕнтĕ ĕç çынни, çĕр ĕçченĕ. Тĕрĕссипе вара ĕçлекен çын нихăçан та чухăнлăхра пурăнмалла мар. Малашне ĕç паракан хăйĕн ĕçченĕсене ĕç укçине пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах тÿлеме пултарайманнине Конституци шайĕнчех çирĕплетсе хăварĕç. Çакă вара малашне бюджет организацийĕсене кăна мар, харпăр хăйĕн е коммерциллĕ предприятисене те пырса тивĕ. Апла пулсан вĕсен ĕçлекенсен шалăвне чакарнипе предприяти тупăшне ÿстерме майсем хĕсĕнĕç. Ытларах производствăна аталантарасси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси пирки шухăшлама тивĕ. Тĕрĕссипе ку çапла пулмалли никама та иккĕлентермест пулĕ.
Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ минимумпа тĕрĕссипе 2018 çулта кăна танлаштарчĕç. Çак нормăна вара яланлăхах Конституцире çирĕплетсе хăварни питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп.
Пенсисене, социаллă ытти тÿлевсене çулталăкра пĕр хутран кая мар индексацилессине Конституци шайĕнче гарантилени те пĕлтерĕшлĕ самант. Çакă унччен ырми-канми ĕçленĕ, апла пулин те пысăк ĕç укçи илейменнипе халĕ пĕчĕк пенси илсе пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем те патшалăх пулăшăвне туллин тивĕçлĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
