Ыйтусене тÿрĕ линире хуравларĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 15.04.2020, 15:21 Просмотров: 345

Чăваш Республикинче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарас тĕллевпе Оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ апрелĕн 15-мĕшĕнче çынсемпе виççĕмĕш хут тÿрĕ лини ирттерчĕ.

Ăна 12.00 - 13.00 сехетсенче Чăваш наци телевиденийĕпе, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн кăларĕмĕнче, YouTube видеохостингра пăхма, çавăн пекех Тăван радио тата Наци радио эфирĕсенче итлеме май пулчĕ.

Эфира шăнкăравласа тухнă çынсен хуравĕсене ĕç ушкăнĕн ертÿçи - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, ĕç министрĕ Алена Елизарова тата ытти ертÿçĕсем хуравларĕç. Тÿрĕ линие информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пычĕ.

Пĕр сехете тăсăлнă тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ районпа хулара пурăнакан çынсем тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравласа тухрĕç.

Çапла ыйтусем ачасене самоизоляци вăхăтĕнче дистанци мелĕпе вĕрентни, ĕçсĕр тăрса юлнисен ĕçсĕррисене тÿлекен пособие мĕнле майпа тивĕçмелли, вахтăпа урăх регионта ĕçлекенсен ĕç вырăнне çитесси пирки, ачасене çак вăхăтра паракан пособисене тивĕçмелли тата ытти пирки те пулчĕç.

Шăнкăравлакансем Мускавран тата ытти регионтан килнĕ çынсем урамра утса çÿренипе кăмăлсăррине палăртрĕç. «Эпир килте ларатпăр, вĕсем ирĕклĕнех уçăлса çÿреççĕ», - теççĕ. Эфира шăнкăравласа тухнă пĕр арçын çакăн пек тĕслĕхсем пирки ăçта пĕлтермеллипе кăсăкланчĕ. Самоизоляци йĕркине пăсакансем пирки ыйтăва хуравлакансем полици пайне пĕлтерме сĕнчĕç. Мĕншĕн тесен ют çĕршывран тата ытти регионтан килнисен 14 кун хушши килтен тухмасăр республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Указĕпе республика территорийĕнче çирĕпелтнĕ самоизоляци режимне пăхăнмалла. Çак режима пăсакансен тĕлĕшпе адмпротокол çырма ирĕк пуррине палăртрĕç.

Маскăсем пирки те пулчĕ ыйту. Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов ку лару-тăрура пурин те маска тăхăнсан лайăххине палăртрĕ, пурпĕр шанчклăраххине каларĕ. Паллах, унпа пĕрле гигиена тĕлĕшĕнчи тирпейлĕхе те тытса тăмалла.

Эфир вĕçлениччен Алла Салаева граждансене харпăр хăйĕн тата юнашаррисен сывлăхĕшĕн ответлăрах пулма ыйтса каларĕ. Умра - Мăнкун, çапах та çак уявра та çынсен ответлăх пирки чи малтан шутламаллине палăртрĕ.

Каласа хăвармалла, коронавирус инфекцийĕ сарăлнипе çыхăннă час-часах паракан ыйтусемпе тата вĕсен хуравĕсемпе «Время помогать» сайтра паллашма пулать.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4