Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусен шутĕнче 67.1 статьяра хушса çапла çырса хума палăртни те пур: «Раççей Федерацийĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен астăвăмне сума сăвать, истори чăнлăхне хÿтĕлессине тивĕçтерет. Халăхăн Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухнехи паттăрлăхĕн пĕлтерĕшне чакарса кăтартни пулмалла мар».
РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăну пирки ветерансен район канашĕн председателĕ Николай Любимов хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Çитменнине çакăн пирки Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитсе килнĕ тапхăрта калаçма тивет. Чикĕ леш енчи хăш-пĕр политиксене итлес пулсан, ирсĕр фашизма çапса аркатнинче пирĕн çĕршывăн тÿпи пачах та çук иккен. Çитменнине тата иккĕмĕш тĕнче вăрçи алхаснин сăлтавне те пирĕн çĕршыв тытса пыракан политика системинче шырама хăтланаççĕ.
Çавăнпа та çирĕплетсех çавна каласа килет. Ăслă-тăнлă çын кун пек калама кăна мар, кун пек шухăшлама та пултараймастех. Темĕнле хăтлансан та, истори чăнлăхне улăштараймăн. Этемлĕхе хирĕçле фашизм стройне, фашизм системине çапса аркатнинче шăпах ĕнтĕ пирĕн çĕршывăн, пирĕн салтакăн тÿпи _ чи пĕлтерĕшли, чи пысăкки. Миллионшар совет çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни шăпах ĕнтĕ пирĕн паянхи мирлĕ пурнăçпа çыхăннă. Çавăнпа та çак шухăша, çак ăнлава Раççей Конституцине кĕртсе хăварни питĕ вырăнлă та тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Çитменнине тата çакă вăхăтлă та. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра фашизмла кăмăл-туйăм вăй илни унччен СССР йышĕнчи союзлă республикăсем пулнă çĕршывсенче те палăрать.
Раççей мирлĕ политика тытса пынине эпир халĕ те лайăх курса тăратпăр. Тĕрĕссипе Конституци мирлĕ çĕршывăн статусне, Раççейăн историллĕ миссине çирĕплетет. Ку вăл - мире, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнассине, истори тĕрĕслĕхне сыхласси-упрасси. Хамăрăн паттăрсене, историе пĕлни тата асра тытни те - çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕн пĕр пайĕ, çĕршыв стройĕн тата унăн чиккисен çирĕплĕхĕ.
Пирĕн çĕршыв - пуриншĕн те уçă, ирĕклĕ çĕршыв. Инкеке лекекене эпир яланах алă тăсса пама, пулăшма хатĕр. Акă паян та пĕтĕм тĕнче умне хăрушлăх тухса тăрсан - хăрушă мур, коронавирус инфекцийĕ алхасма, пиншер те пиншер çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татма тытăнсан, эпир айккинче тăрса юлмарăмăр. Инфекципе кĕрешме пынă пирĕн специалистсене Италире пурăнакансем Раççей Гимнĕпе йышăнаççĕ. Çак хăрушă чиртен те пире туслăх, пĕрлĕх, ăнланулăх кăна çăлса хăварĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
