Çак кунсенче коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйту республикăра пурăнакансен сахал мар. Çынсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илме май туса парас тĕллевпе респубилкăра инфекци сарăлассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен Оперативлă штабăн ĕç ушкăнне йĕркеленĕ.
Апрелĕн 9-мĕшĕнче ĕç ушкăнĕ тÿрĕ лини йĕркелерĕ. Ăна Наци телевиденийĕн, Наци радиовĕн, Тăван радио эфирĕсенче, YouTube видеохостингра пăхма-итлеме май пулчĕ.
Ыйтусене ĕç ушкăнĕн ертÿçи, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Иван Моторин, Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Алена Елизарова, Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ Лариса Силова тата Цифра аталанăвĕ, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова хуравларĕç.
Эфира шăнкравлакансене çак тапхăрта килте юлас /самоизоляци/ ыйтусем кăсăклантарчĕç. Çанталăк илĕртет, умра чиркÿ уявĕсем çывхараççĕ. Çамрăксем те урама тухас шухăшлă.
Хуравсем çапла пулчĕç. Малтан килте ларма сĕннĕ пулсан, халĕ хушаççĕ. Ыйтнине пурнăçламасан штраф кĕтет. Килтен епле сăлтавсемпе тата епле майпа тухма юранине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Указĕсенче каланă. /Кун пирки тĕплĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн шăматкунхи номерĕнче каласа паратпăр/.
Сăмахран, ĕçлекен çынсен ĕçе кайнă чухне е киле таврăннă чухне çумра ĕçрен панă ятарлă справка пулмалла.
Граждансене çавăн пекех çемьесене тата бизнеса паракан пулăшу мерисем, çынсене административлă отпусксене яни тата ытти нумай ыйту кăсăклантарчĕ.
Сăмах май, Муркаш районĕнче çынсем самоизоляци режимне пăхăннине тĕрĕслеме 5 ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсем икĕ кун – юнкунпа кĕçнерникун – районти ялсене рейда тухрĕç (фото). /Кун пирки тĕплĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн шăматкунхи номерĕнче вуласа пĕлĕр/.
Рейда хутшăннисем çакна палăртаççĕ. Çынсенчен ытларахăшĕ лару-тăрăва тĕрĕс ăнланни палăрать. Йĕркене пăсма пăхакансем те çук мар. Вĕсем тĕлĕшпе актсем çырнă. Рейдсене ыран та, малашне те ирттереççĕ.
Çавăнпа çак тапхăрта килте пулни питĕ вырăнлă.
Сентябрь 2026 |
